ЛАША ШЫРАНИ

Яковлев Иван Яковлевич

Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:

- Лаша курмарăр-и? – тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:

-Лаша курмарăр-и? - тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:

- Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.

- Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.

- Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, - тесе каларĕ тет.

- Лашу мĕн тĕслĕччĕ? - тесе каларĕ тет леш çынĕ.

- Шура улаччĕ, - тесе каларĕ тет.

- Çак ху айăнтиех мар-и? - тесе каларĕ тет лешĕ.

Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:

- Çакă, çакă, çакă! - тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.