ЛАГЕРЬТЕ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Йери-тавра ем-ешĕл хырлăх,
Хĕвеллĕ лагерь çакăнта,
Пире канма мĕн чухлĕ ырлăх
Куккук сассиллĕ вăрманта!

Çыр хĕрринче сап-сарă хăйăр,
Шыв илĕртет хăй ытамне,
Поход, костĕр, хаваслă вăйа...
Манми юлать кашнин асне.

Умра юхать çут хумлă Атăл,
Куллен савать, çĕклет чуна,
Пире телейлĕ пурнăç патăн,
Çĕршыв аннемĕр, тав сана!