Куянсемпе çĕр каçа

Алексеев Осип Алексеевич

Ирхине çанталăк лăпкăччĕ. Кăнтăрла çитеспе çил-тăман тапранчĕ, пăлтăр-палтăр авăрать, юр вĕçтерет. Çакна сиссе кăмака мăрйи те улама тытăнчĕ. Çапла ик-виç сехет алхассан çил-тăман лăпланчĕ.

Кăмака хутса ятăм. Çĕрулми шуратса чўлмекпе шаркку лартрăм. Ĕçлесе тăрмашнă вăхăтра асăрхаман та − Хĕл Мучи чўрече кантăкне ўкерчĕксемпе илемлетме тытăннă. Сарайне вутă илме тухрăм. Ай-уй, сивви хаярлансах пырать, сăхмансăр шăмшака çатăрах ярса илчĕ.

− Каплах шатăртаттарма тытăнсан ман мулкачсем мĕн курĕç, кĕçех, кăнтăрла иртсен, каçа хирĕç апат шырама тухаççĕ, − тетĕп. − Васкамалла, каймалла, пулăшмалла.

Пўрте кĕрсе кăмакари вутта вĕре-вĕре çунтарса пĕтертĕм. Шаркку чўлмекне кăмакарах хăвартăм, юшкапа питлĕхе хупрăм. Утма-чупма çăмăл пултăр тесе çăм тăлапа çăпата сыртăм. Кĕрĕк тăхăнтăм, хĕве кишӗр тултартăм, Салтак çырми тăрăхне тухса утрăм.

Сивви пит-куçран хытăрах та хытăрах чĕпĕтет. Юрать ман сăмси пысăках мар, кĕрĕк çухи хыçне вăшт çеç пытанать.

Умра − куян йĕрĕсем. Пĕри унталла, тепри кунталла хĕресленсе чупнă-сикнĕ, унтан йĕрсем пĕрлешнĕ. Мулкачсем Шăмашар çырми хӗррипе Уйри çурт еннелле çул тытнă. Эпĕ те вĕсен йĕрĕпе малалла талпăнтăм. Куянсене Мăн Çерем патнелле çывхарнă çĕрелле хуса çитрĕм. Чалăш куçсем мана сиссе вăрăм хăлхисене выляткаласа илчĕç, тĕмеске хыçне пытанчĕç. Хĕврен кишĕр туртса кăларсан мулкачсем ман пата йăпшăнса пычĕç те çимĕçсене алăран кап та кап турта-турта илчĕç. Шăлĕсем çивĕч: мăн кишĕрсене кăчăр-кăчăр тутарса самантрах кăшласа ячĕç.

Тутă хырăмпа выляма та лайăх: пуçларăмăр алхасма-сиккелеме, пĕр-пĕринчен пытанса чупкалама. Куянсем вылянă хушăрах малти урисемпе Хĕл Мучи шăналăкне уçса симĕс калчана çăтăр-çăтăр тата-тата илеççĕ. Çапла Уйри çуртран Якрав вăрманĕ патне çитсе тухрăмăр, унтан Уçлăхалла çул тытрăмăр. Юр лайăх витеймен муклашкаран такăнса чутах ўкеттĕм. Ашă пулнипе тўмине вĕçертсе янă кĕрĕк арки çеç парашют пек тытса чарчĕ.

Самаях тарларăм, ыртăм. Куянсен те «хăлхи», «сăмси» тăрăх тар юхма тытăнчĕ. Вăхăт ир еннелле сулăнчĕ. Кăвак тўпере электричество лампочкисенчен кая мар çутатакан уйăх çути тĕксĕмленчĕ.

− Юрĕ, çитет пуль выляса. Сирӗн те кĕç канма вăхăт çитет. Шăмшак сивĕнме тытăниччен кĕртсем хыçне пытанма çырманалла вĕçтерĕр, − терĕм чалăш куçсене. − Якур пахчине улмуççи кăшлама кĕме ан шутлăр, йытти хаяр.

Куянсем мана итлесе Мальчушкă вăрманĕ еннелле сиктере пачĕç.

Пўрт тултан кĕрсен мунчари пек ăшă. Çĕр каçа кăмакара ларса ватă ăсан какайĕ те çемçелсе кайнă. Манăн ку хутĕнче ĕнерхи каçхи апатпа паян ирхи пĕр килчĕç.