КУЯН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сикрĕ тухрĕ вăрмантан
Пĕр куян,
Пăхкаларĕ унталла,
Кунталла.

Йăпшăчĕ вăл майĕпен
Юр çумне.
Пытанасшăн çынсенчен
Кĕрт ăшне