Кушак

Кадкин Лев Кириллович

Калăн, шăмăсăр шăм-шакĕ,
Ман пукан çинче кушакăм
Çăмхаланнă – ыйха путнă,
Мăр та мăр! Тăвать хăй тутлăн.
Ыйхи çăмăл ун, пĕлетĕп.
Вăратасчĕ те – шеллетĕп.
Çывăр, тусăм, çывăрах,
Тĕлĕкре хăйма курах.