КУРĂК

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

Пĕтĕм çĕршыв илемне

Эпĕ кÿрсе пурăнап,

Симĕс пурçăн евĕрлĕ

Вутăн-хĕмĕн курăнап.

 

Симĕс пустав çитĕпе

Витсе тăрап эп çĕре,

Кунĕн-çĕрĕн чăр-та чар!—

Кайăк сасси ман çире.

 

Тĕвик-тĕвик текерлĕк,

Тăрик-тăрик тăрнисем—

Янăраса тăраççĕ

Тĕрлĕ кайăк юррисем

 

Хам çуратнă ача пек

Кайăксене сыхлатăп,

Ырă уçă сывлăшпа

Эп вĕсене сывлатап.

 

Эп пулмасан çĕр çинче

Чечексем те пулмĕччĕç

Колхозниксен нÿхрепĕсем

Сĕт-çупала тулмĕччĕç.

 

Колхоз выльăх-чĕрлĕхне

Тăрăс-тăрăс сиктереп,

Колхозниксен кил-йышне

Тутлă апат çитереп.