Кукшапуç

Галкин Александр Алексеевич
(З. Александровӑран)

Кукшапуç – ылтӑн пуç,
Йӑмӑхать пӑхсассӑн куç.
Ҫамрӑк чух ун вӑй пурах –
Хӑрамасть çилтен пачах.

Кукшапуç – кӗмӗл пуç,
Ватӑлсан шурать çав çӳç!..
Ҫӳçӗ шуралсассӑнах
Саланать çилпе йӑлтах.