Кукăр сăмса


Николаева Людмила Петровна
Хӗл сиввинчен эп тармарӑм,
Ҫил-тӑвӑлтан хӑрамарӑм.
Йӑвара ман чӗппӗмсем:
Ывӑлсем тата хӗрсем.
Хыр йӗкӗлӗ шӗкӗлчеҫҫӗ,
Ҫил ачине йӗкӗлтеҫҫӗ.
Ăшӑтаҫ пӗрне-пӗри:
Пит аван тӑван пурри!