Крокодил

Галкин Александр Алексеевич
Лакӑмри шывран тухмасӑр,
Пӗрене пек хускалмасӑр
Крокодил выртать пӗр сассӑр.
Мĕн вӑл, аптӑранӑ-им?
Сывламасть-им?
Халсӑр-им?

Чӗнер мар-и тухтӑра,
Айболит тусӑмӑра?