КРОКОДИЛ

Галкин Александр Алексеевич

Лакӑмри шывран тухмасӑр,

Пӗрене пек хускалмасӑр

Крокодил выртать пӗр сассӑр.

Шӑрӑхра аптранӑ-им?

Сывламасть-им?

Халсӑр-им?

Чӗнер мар-и тухтӑра,

Айболит тусӑмӑра?