Космонавт пулар

Васянка Никифор Тарасович

                         (Юрă) 

Янратар-ха çĕнĕ юрă 

Пĕтĕм чĕререн 

Космоса совет çĕршывĕ 

Çул хывни çинчен.

 

Хушса юрламалли:

 

Çитрĕ ĕмĕт тĕнче уçлăхне, 

Çул тытать çын çăлтăрсем патне. 

Вĕренер те, çамрăк коммунар, 

Кăйкăр-летчик, космонавт пулар!

 

Юрий пек те Андриян пек 

Пирĕн ӳсмелле.

Çӳллĕ-çӳллĕ, хăвăрт-хăвăрт 

Инçе вĕçмелле.

 

Хушса юрламалли.

 

Утăм хыççăн тепĕр утăм 

Пирĕн тумалла.

Уйăх çинчен çăлтăр çине 

Çитсе курмалла.

 

Хушса юрламалли.

 

Ӳсĕпĕр пин-пинĕн эпĕр 

Аслă та хастар. 

Çăлтăрсем патне çитер те 

Çĕршыва мухтар! 

 

Хушса юрламалли.