Кивĕ пушмак

Гордеева Светлана Денисовна

«Пушмаку пăтă çиесшĕн, –

Асăрхарĕ асатте. –

Кĕт, çитетĕп». – Çĕнетесшĕн

Пулĕ вăл каллех «тетте».

Кăшт кăна хăть пулăшмашкăн

Хатĕрлентĕм ваттине –

Пушмака тăрантарасшăн

Хĕрхенмерĕм пăттине.

 

Асатте пÿрте кĕрсессĕн

Кулса ячĕ сасăпах:

«Пушмака юсас тесессĕн

Çĕнетес урăхларах.

Çăварне те карнă вирлĕ,

Чылай чалăшнă кĕлли.

Пăтă мар, пăта çеç кирлĕ

Юсав ĕçĕсем валли».