Кирукпа танташсем

Ухли Владимир Васильевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

К и р у к

Чĕпĕ автан

Уроксем хыҫҫăн

Ыраш пуссинче

Кăвакал чĕппи

Хветӳкпы йытă ҫури

Чăнлă хĕрринче

Ял ҫывăхĕнчи вăрманта

Баян

 

К и р у к

Кирук пĕчĕк кĕпер умне çитсе тăчĕ. Ял та инçе мар ĕнтĕ. Кĕпер урлă каçмалла та çур сехете яхăн чупмалла. Вара ял хĕррине, сурăх ферми патне çитсе тăратăн.

Кукашшĕсем патĕнчен тухнă чухнех хĕвел анас патне çитнĕччĕ. Халь авă тĕттĕмленсе килет.

Ачам, çĕр выртса кай. Вара ирхине ирех тухса чупăн, – терĕ ăна кукамăшĕ. Каçа хирĕç кăларса ярасшăн пулмарĕ вăл мăнукне. Кирук юлмарĕ. Унăн йăмăкне, амăшне, юлташĕсене курас килчĕ.

Куккăшĕн ывăлĕ, Сережа, арифметикăпа кĕркунне экзамен памаллаччĕ. Паян юлашки экзамен пулчĕ. Унччен виçĕ кун хушши пĕрле вĕренни сая каймарĕ – Сережа «тăваттă» илсе тухрĕ. Каçхине шкул заведующийĕ, ачасене пуçтарса, кĕрхи экзамена кам мĕнле пани çинчен каласа пачĕ. Унта Сережăпа пĕрле Кирук та пулчĕ.

Çавна пула вăл каçа юлса тухрĕ те. Тĕттĕм пуличчен киле çитес тени ăна пушшех те хăвăртрах уттарать.

Çапла хавасланса пынă хушăрах çӳлте пĕр пысăк кайăк вĕçсе иртрĕ. Пĕр самант вăл Кирукран инçе мар çаврăнкаласа çӳрерĕ, унтан тăруках, тем асăрханă пек, çĕре персе анчĕ. Чĕпсем çине тапăннă чух хăлат çапла хăтланаканччĕ.

Кирук çултан пăрăнчĕ те кайăк персе аннă çĕрелле чупре. Кайăк, сарлака çуначĕсене лăш-лăш силлесе, тепре вĕçсе çĕкленчĕ. Çав вăхăтра сурăх макăрса яни илтĕнчĕ. Кирук лайăхрах пăхрĕ те çав сăрă кайăк хыççăн шурă сурăх чупса пынине курах кайрĕ.

Кайăк, сурăхран пăрăнса, çӳлерех вĕçсе хăпарма тăрăшать. Акă мĕншĕн вĕçет иккен вăл кунта, путсĕр! Кирук пурне те çийĕнчех тавçăрса илчĕ – тӳрех кайăк вĕçнĕ еннелле чупрĕ.

Кĕтмен çĕртен пырса тухнă ачаран хăрарĕ пулас кайăк, çуначĕсене çине-çине сулларĕ пулин те, аялаллах анса пычĕ. Чĕрнисемпе пăталаса тытнă хура япала халь çĕре перĕнес пек сулланкалать.

Кирук çывăхах чупса çитрĕ.

Карапăл, кш-кш! – кăшкăрчĕ вăл, кайăка хуса ярас тесе, Карапăл пĕчĕк путеке пăрахса вĕçсе кайрĕ. Кирук хыççăн сурăх та чупса пычĕ. Вăл хăйĕн кăтра путекне шăршларĕ, макăрса илчĕ, çуларĕ.

Кирук путек умпе чĕркуçленсе ларчĕ. Сурăх çулама чарăнчĕ, пуçне çĕклесе пăхрĕ те айккинелле чупса кайрĕ.

Путеке ниçтан тытса йăтма та çук: йăлт суранланса пĕтнĕ. Кирук аллисемпе çĕре тĕренчĕ, темиçе хутчен тинкерсе пăхнă хыççăн, сумкинчен ăша кĕпе туртса кăларчĕ те путеке чĕркерĕ. Вара хуллен кăна йăтса ăна хăлхи патне çывхартрĕ.

Сывлать! Чĕрĕ! – терĕ вăл сасăпах, кулкаласа.

Кирук, сумкипе путеке йăтса, сурăх чупса кайнă еннелле васкаса утрĕ. Инçех те каймарĕ, паçăрхи пысăк сурăха курчĕ. Ун çумĕнче тепĕр путек тăрать, ку хура мар – шурă. Мăйне тăснă та амăшне ĕмесшĕн туртăнать хăй. Кирук ăна ĕмме пулăшрĕ. Пăртак тĕрткеленнĕ хыççăн, путек ĕме пуçларĕ. Вăл хӳрине пăлтăртаттарса илмессерен амăшĕ ăна çула-çула илет. Хушăран вăл тепĕр путекки çине те пăха-пăха илет – унăн тепĕр путеккине те çавăн пекех юратса ĕмĕртес килет вет-ха.

Путек ĕмме пăрахсан, Кирук тӳрех, çул çине тухмасăрах, аманнă путеке йăтса ял еннелле утрĕ. Сурăх шурă путекне ертсе ун хыççăн пырать.

Кайсан-кайсан вĕсем ял çумĕнчи çырма хĕррине çитсе тăчĕç. Хыçалтан утса килнĕ шурă путек ывăнчĕ пулмалла. Унчченех юлкаласа пынăскер, халĕ вăл амăш çумне пырса выртрĕ. Кирук сĕвекрех вырăн шыраса, çырма тăрăх утрĕ. Вăл хăй те ывăнса çитрĕ. Çăвар ăшĕ типсе кайрĕ, ĕçесси килет.

Каç пĕлĕтлĕ, çырмара пушшех те тĕттем. Ниçталла утма пĕлмелле мар. Анчах мĕнле пулсан та ун урлă каçмаллах ĕнтĕ. Кирук йăмăкĕ валли парса янă кучченеç-пашалуран пĕр татăк хуçса сурăха çитерчĕ. Вара, йĕмне тавăрчĕ, сумкипе икĕ путеке лайăхрах тытрĕ те çырма тĕпнелле анчĕ.

Çырма тĕпне юшкăн ларса тулнă. Пĕрре ярса пуссанах ача чĕркуççи таран путрĕ. Анчах мĕнле пулсан та каçасах пулать. Çырма варринче вăл пĕç кăкĕ таранах анса кайрĕ. Çапах та каçрĕ-каçрех. Типĕ çĕре тухсан, аллинчи путекĕсене хучĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Сурăх çаплах леш енче макăрса тăрать, кĕме хăрать. Кирук ăна та çырма урлă сĕтĕрсе каçрĕ, питĕ савăнчĕ, ăна килне çитнĕнех туйăнса кайрĕ.

Çав вăхăтра лаша кĕçенни илтĕнчĕ, Кирук çӳлĕ çыран еннелле çаврăнса пăхрĕ. Унта пĕр юланутçă тăрать иккен.

Кам ку? – лаши çинчен сиксе анчĕ леш, ачана асăрхаса.

Хветĕр мучи, эпĕ ку,– терĕ ача, уй-хир хуралçине палласа илсе.

Кил кунтарах, – тĕсмĕртрĕ мучи те Кирука, – çĕрхута мĕн ĕçлесе çӳрен? Пĕччен кăна-и?

Пĕччен мар, мучи, путексем, сурăх ак...

А-а... Калап çав, кĕтӳ кĕнĕренпех ку сурăха шыраççĕ. Аратлă тет хăй. Иккĕмĕш хут пăранласа памаллаччĕ тесе, ферма заведующи килсе кайрĕ. – Мучи тек калаçса тăмарĕ, лаши çине утланчĕ те: – Эс ниçта та ан кай-ха. Эпĕ халех... – тесе пĕр самантрах куçран çухалчĕ.

 

Уроксем хыççăн

 

Çемен шкултан кăнтăрла иртсенех таврăнаканччĕ. Амăшĕ вара, ывăлĕ килнине курсан, пĕр сехет çитнине пĕлетчĕ. Çавăн пек вăхăтра çÿрекен ачаччĕ Çемен.

Паян акă икĕ сехет те иртрĕ, виççĕ çине кайрĕ – Çемен çаплах çук та çук. Амăшĕ пăшăрхана пуçларĕ, пÿртĕнче каллĕ-маллĕ уткаларĕ, чӳречерен пыра-пыра пăхрĕ. Кантăк шăннă та ун витĕр нимĕн те курăнмасть. Тулта сивĕ тăман вĕçтерет.

«Паян сбор пулмалли кун мар-çке. Мĕнле те пулин ĕç хушрĕç-ши?» – шухăшларĕ амăшĕ. Юлашкинчен вăл тӳсеймерĕ – шкула кайса пăхасшăн пулчĕ. Сарă кĕрĕкне тăхăнса картишне тухрĕ. Шăп çав вăхăтра калитке чĕринк! уçăлса кайрĕ. Сумкине çакса. йĕлтĕрĕсемпе чăкăртаттарса, ывăлĕ пырса кĕчĕ. Çеменĕн куçĕсем йăл та йăл кулаççĕ, пичĕ хĕрлĕ панулми тĕслĕ, çамки çине вир пĕрчи пек тар тапса тухнă. Çӳç пайăркисем йĕпенсе тăнлавĕ çумне çыпçăннă.

Ăçта çухалса çӳретĕн, ачам? Мĕн пулчĕ?

Çемен тăруках чĕнмерĕ. Сенкер куçĕсем кăна тата ытларах йăлкăшрĕç.

Аллусене çу та сĕтел хушшине лар, – хушрĕ амăшĕ, хăйпе пĕрле пÿрте кĕнĕ ачине. Унтан: – Мĕншĕн питĕ кая юлса çитрĕн? – тесе ыйтрĕ тепĕр хут.

Тутă эпĕ; çиес килмест ман, – апат çиме ларасшăн пулмарĕ ачи.

Епле çиес килмĕ-ха вăл вăхăт çитсен?

Мана Марье аппа питĕ тутлă çитерчĕ.

Кам терĕн? Хăш Марье аппу?

Малти касри Марье аппа, – терĕ Çемен. Вара вăл хăй мĕншĕн кая юлни çинчен каласа пачĕ.

...Уроксем хыççăн Çемен яланхи пекех килне тухса чупрĕ. Çул çинче вăл асаплана-асаплана çунашка туртса пыракан ватă карчăка хуса çитрĕ. Çунашки çинчи миххи пысăк та йывăр. Арман авăртса килет ĕнтĕ вăл. Çитменнине тата çунашки сулăнка кайрĕ те михĕ юр ăшне пашлатрĕ. Карчăк пĕрре туртса пăхрĕ, тепре туртрĕ... çунашка вырăнĕнчен те хускалмарĕ. Çемен йĕлтĕрне хыврĕ те çунашка кантринчен тытрĕ.

Марье аппа, иккĕн туртса пăхар-ха? Иккĕн лайăхрах! – тесе талпăнса туртма пуçларĕ вăл. Вара çунашка нăтăртаткаласа тухрĕ-тухрех, сивĕ юр çинче шăйăлтатса шуса кăна пычĕ.

Сăрт çине улăхса çитсен, вĕсем, пĕр самантлăха чарăнса, сывлăш çавăрчĕç. Çак вăхăтра карчăк Çемене: – Тавтапуç, ачам, – тесе çурăмĕнчен çупăрларĕ. – Питĕ ырă эсĕ. Аллу-урусем çирĕп пулччăр, ĕмĕрӳ вăрăм пултăр сан, – тесе хуче вăл. – Ĕçрен ан туртăн çав, пепкем.

Ача, шӳтлеме юратаканскер, кулкаласа:

Эпĕ пепкем мар, эпĕ пионер ĕнтĕ, – терĕ.

Эпĕ те çапла пулĕ тесе шутлатăп çав, пепкем, – килĕшрĕ карчăк.

Çапла калаçкаласа вĕсем яла çитрĕç. Çунашкине килкартине туртса кĕме те пулăшрĕ Çемен, кĕлете хума та ал ылмаш пулчĕ.

Карчăк ăна пӳрте кĕрсе ăшăнма хушрĕ. Çеменĕн кĕме тиврĕ – ватă карчăкăн кăмăлне хăварсан аван маррине пĕлет-çке-ха вăл.

Карчăк ăка тутлă шаркку çитерчĕ, икĕ стакан сĕт ĕçтерчĕ.

Марье аппăш хăйне епле хăналани çинчен каласа пачĕ те Çемен, амăшĕ чунтанах савăнчĕ. «Ăслă пулать-ха, ывăлăм!» терĕ вăл хăй ăшĕнче.