КИРЛĔ ĔÇ

Сарби Раиса Васильевна

Сӗрӗп пудра сӑмсине,

Турӑп ҫӑмлӑ хўрине –

Пуҫлӑх евӗр ман кушакӑм,

Пысӑк ӗҫлӗх пуҫлӗ, акӑ.

 

Телевизора кӗҫ ларӑп –

Кушака сӑмах эп парӑп.

Çӗн программа «Кушак ҫурчӗ»

Тӗнчипех ачасем курччӑр.

 

Çӗн хушу кӑларӑп йӑпӑрт –

Ашшӗ – амӑш итлӗҫ шӑпӑрт:

Пухӑнса пурте пӗрле

Юрлӗҫ «мяу – мям!» ҫӗрле.

 

Кушакпа – хам тусӑмпа

Çӗнӗ, вирлӗ пусӑмпа

Тӑвӑпӑр эпир сӗнў –

Пӗтӗм тӗнчене Чӗнў:

 

– Пур кушак ҫурисене

Йышӑнӑр ҫемьесене.

Килсӗр-ҫуртсӑрри ан пултӑр –

Телейпе кашни чун тултӑр.