Кил управçисем

Растворцев Андрей Васильевич

Тахçанхи кивĕ шăрпăк курупкинче пĕр мучи пурăннă. Çынсем ăна Кăварçă тесе чĕннĕ. Пĕвĕпе хăй пĕчĕк çеç пулсан та вăл пысăк сухалĕпе тĕлĕнтернĕ. Пӳртре ăшăпа çутă хуçи шутланнă вăл. Унăн кăмăлĕ лайăх чухне килте ăшши те, çути те çителĕклĕ пулнă.

Кăварçăн икĕ шанчăклă тус пулнă: Хĕрт-сурт тата Картишçĕ. Хĕрт-сурчĕ пӳртри йĕркелĕхшĕн тимленĕ, Картишçĕ вара кил хушшине тата кĕлетсемпе витесене тытса тăнă.

Картишçĕ кăмăлĕпе лăпкă та канăçлă пулнă пулсан Хĕрт-сурчĕ вара чăркăш та кутăн пулнă. Тирпейсĕр те пуçтарусăр çынсене унран сахал мар лекнĕ: çĕрле вăл кил хуçисен таса мар çи-пуçне унта та кунта сапаласа пăрахнă, çуман чашăк-тирĕке тасисемпе пăтраштарса хунă, кĕтессене эреш-мен карри карнă. Вара савăннипе Кăварçăпа Картишçĕ патне хăнана кайнă.

Вĕсем Кăварçăн хăтлă кĕтесĕнче пĕчĕк те таса сĕтел хушшине ларнă та ăшăх турилккесенчен катăклă сахăрпа чей ĕçнĕ, çав хушăра хăйсен хуçисене сӳтса явнă.

Хуçисем кăмăла кайнă чухне вĕсен килĕнче те тăнăç та канăç хуçаланнă.

Кил хуçисем çак виçĕ пĕчĕк тус çинчен пĕлнĕ, çавăнпа каçхине вĕсем валли сĕтел çине тутлă апат-çимĕç хăварнă.

Хуçисем йĕркесĕр те пуçтарусăр чухне виçĕ тус вĕсем патĕнчен урăх çĕре яланлăхах пăрахса кайнă. Вĕсем тĕрĕслесе тăманнипе çав кил тӳрех тирпейсĕрленнĕ, тасамарланнă, мĕншĕн тесен Кăварçă та, Хĕрт-суртпа Картишçĕ те килти тасалăха упраса тăнă, йĕркесĕрлĕхпе тасамарлăха вĕсем тӳсме пултарайман.