Кил илемĕ

Волков Геннадий Никандрович


    

ТУПМАЛЛИ

 

Халăхсен туслăхěн юрăҫи

 

КАЛАВСЕМ

 

Çамрăкла вĕренни – чул çинче

Тăван чĕлхемĕрçĕм

Пуç пÿрнене те юлташ кирлĕ

Хăна чечекĕн асамĕ

Анне яшки – чи тутли

Аслă ача

Ĕçрен хăракан ырă курман

Пуянлăх хакне ĕçлекен çеç пĕлет

Хыт кукар

Юманкка

Суяпа инçе каяймăн

Кам хăвăртрах ывăнать

Çил-тăвăл

Аслă Атăл

Асамлă турпас

Суранланнă улмуççи

Ват çын – тăват çын

Аçу-аннÿ яланах хисепре пултăр

Шăрттан

 

ЮМАХСЕМ

Йăваш чăвашпа усламçă

Сулхăнпа мĕлке

Алăри ĕç

Хурама хулли

Вăрманта

Карчăк ĕмĕчĕсем

Кÿсек, кĕсмен тата кисĕп

Хăралкка

Пилпе арăслан

Хĕрĕнкĕ çерçи

Юпах тиха

Тĕлĕнтермĕш курăк

Хыт кукара пĕр пус

Юлхав сăлтавне тупать

Ылтăн çĕр

Улпутпа ямшăк

Ватти – вĕренттĕр, çамрăкки – итлетĕр

Тĕревпе тĕрек

Улпутпа кĕтӳçĕ

Кам мĕн тăвать

Тилĕ тата манпа пĕр хушаматлă тискер кайăк

Арман пĕви

Вут чулĕпе çулу

 

ЙĂЛА-ЙĔРКЕ ÇИНЧЕН СĂМАХĂМ

 

Павлыш

Акам

Юманпа Хĕвел

Йĕркелĕх

Перекетлĕх

Виçĕ ыйту – пĕр хурав

Виçĕ юрă

Кăркăстанри салма яшки

Сӳнми, сивĕнми юрату

 

ЙĂВАШ ЧĂВАШПА УСЛАМÇĂ

 

Кирлĕ чух йăвш çын та йăвантарать.

 

Пĕр йăваш чăваш пасара ĕне сутма тухнă. Юрăри евĕр, хура ĕни пăлан пек, хӳри вĕçĕ çĕлен пек пулнă. Сутас тесе мухтама та кирлĕ пулман, илес текен хăех ĕне мĕнлине лайăх курнă.

Йăваш чăваш патне пĕр усламçă пынă та ĕнен шăлĕсене шутласа пăхнă, çиллине тыткаланă, çу хуранне хыпалакаласа пăхнă. Ĕни чăвашăн, чăнах та, калама çук лайăх – ним енĕпе те никам хурлаймĕ.

«Темĕн, çынна юрăхлă-ши ку ĕне? Унăн сĕт çулĕ питĕрĕннĕ», – тенĕ усламçă.

«Питĕрĕннĕ çав, йăлтах питĕрĕнсе ларнă сĕт çулĕ мĕскĕнĕн», – тет чăваш.

«Çилли те пуш хутаç пек çеç çакăнса тăрать, çăвĕ мар, уйранĕ те пулас çук унăн», – тет каллех усламçă.

«Пулас çук пуль çав, ырă çыннăм, çилли пачах типсе ларнă вĕт, пархатар кĕтме çук ĕнтĕ ку ĕнерен», – хуравлать чăваш.

Усламçă пурпĕрех чарăнмасть. «Хăш-пĕр шăлĕсем те çитмеççĕ», – тет татах.

«Хăш-пĕри кăна-и? Юлашки шăлĕ тухса ӳкни те часах вунă çул çитет. Ыраш улăмне мар, çеп-çемçе утта та чăмласа çăтаймасть», – тесе хурать чăваш.

Усламçă пĕр чарăнмасăр чăваш ĕнине хурлать, лешĕ вара тăтăшах унпа килĕшет кăна та мар, хăйĕн таварне тата ытларах пăрахăçлать. Сура-сура вăрçать. Усламçă кăна итлет-итлет те аптăраса ӳкет, тĕлĕнет, çилленсе каять те кăшкăрса тăкать. Унтан, кăшт лăплансан, чăвашран ыйтать:

«Эпĕ санăн ĕнӳне ма пăрахăçланă пек туни ухмаха та паллă. Анчах эсĕ ху мĕншĕн хăвăн ĕнĕне çав териех хурлатăн-ха?»

«Ырă çыннăм, эсĕ намăсна çухатсах суятăн та, сана тата ытларах намăссăрланма пулăшас терĕм», – тесе хурать йăвашшăн çеç чăваш. Калаçăва итлеме пуçтарăннă тутарĕ те, вырăсĕ те ахăлтатса кулаççĕ.

Кирлĕ чух йăваш çын та аванах йăвантарĕ.

 

ХУРАМА ХУЛЛИ

 

Пěрлěхре – вăй.

 

Пĕр ват чăвашăн тăхăр ывăл пулнă. Туслă пурăнма пĕлмен вĕсем. Вак-тĕвекшĕн, ăçтиçукшăн хирĕçнĕ, тавлашнă, харкашнă. Çапăçса каясси те пулнă. Ашшĕне ку питĕ пăшăрхантарнă.

Ватă чăваш шухăша путнă. Мĕн тумалла? Хăйĕн пуранасси те нумай юлман. Вăл вилсен мĕнле пурăнкалěç ĕнтĕ?

Анчах та ват çын – тăватă çын тесе ахаль каламан çав. Пĕррехинче ывăлĕсене чĕннĕ те чăваш ыйту панă:

Ывăлăмсем-ылтăнăмсем, сирĕнтен хăшĕ тĕрĕсне калама пултарĕ: мĕнре-ши вăй?

Тăхăр ывăлĕ тăхăр тĕрлĕ каланă. «Этем вăйĕ – утра, ут – арçын çуначĕ», – тенĕ асли. Тепри: «Çивĕч сăмахра – вăй», – тенĕ. Виççĕмĕшĕ: «Çил арманĕшĕн – çилре», – тенĕ. Ун хыççăнхи шухăшласа та тăман: «Шыв арманĕшěн – шывра», – тенĕ. Теприншĕн укçа хăвачĕ виçесĕр пысăк пулнă. Илем вăйне, кăмăл вăйне, ăс-тăн вăйне мухтаканнисем те тупаннă. Ачисем пĕр-пĕрне итлесе тăман, яланхилле, сăмах вĕçне тухичченех, хирĕçсе кайнă.

Кĕçĕнни çеç тавлашăва хутшăнман, ним чĕнмесĕр ашшĕ каласса кĕтсе ларнă. Хăй ăшĕнче: «Вăй – атте пехилĕнче», – тенĕ. Анчах илтĕнмелле ашшĕн сăмахне тимлеме кăмăл пуррине çеç пĕлтернĕ.

Вара ватă чăваш ывăлĕсене пĕрле пуçтарса акă мĕн хушнă:

Анкарти хыçне тухăр та хăвăрăн хурамăрсенчен пĕрер хулă хуçса кĕрĕр.

Çак чăваш ывăл çуралмассерен хурама лартса хăварнă. Халь хурамасем ӳссе çитĕннĕ. Пысăк турачĕсене касса пушăт сӳме те юранă. Хурама çăпати – хитре те çирĕп çăпата. Хĕп-хĕрлĕ. Типĕ çанталăкра çăка çăпатинчен те лайăхрах тӳсет.

Хăвăрăн хурамăрсенчен кăна хуçăр, – хытарса каланă чăваш.

Тăхăр хурама çумĕнче вуннăмĕшĕ çитĕннĕ. Хунав хурама. Ӑна хуçма юраман. Вăл хăй те – хулă çеç. Ӑна чăвашăн аслă ывăлĕ, Юман, хăйĕн пĕрремĕш ывăлĕ çуралсан лартнă. Пысăк Юман пĕчĕк Юманĕшĕн хурама ӳстересшĕн пулнă. Ват чăваш куна ырланă: пыра киле вăл анкарти хыçĕнче хурама вăрманĕ ӳссе çитĕнессе ĕмĕтленнĕ.

Ашшĕне пĕрер хулă илсе килсе тыттарнă ывăлĕсем.

Хулăсене пĕрле пуçтарса кантрапа йăлмакласа çыхăр, – хушнă кил хуçи.

Ывăлĕсем тăхăр хулла тăрăшсах пăчăртаса çыхса хунă.

Пĕрле çыхнă хулăсене халь хăшĕ урлă хуçма вăй çитерĕ?

Малтанах асли тухнă. Тем вăхăт аппаланса та хуçайман, аллисене, чĕркуççине ыраттарни çеç пулнă. Ытти ывăлĕсем те тарличченех тĕрмешнĕ: пĕр хулли те пулин нăтăрт е шăтăрт тăваясчĕ, çук – пурте тĕрĕс-тĕкелех.

Кĕçĕнни аппаланса та тăман, ашшĕ еннелле кăмăллăн пăхнă. Ун шухăшне чи малтан ăша илнине систерме хăяйман хăй.

Ватă чăваш йăл кулса хушнă ывăлĕсене:

Халь, эппин, салтса сапалăр çыхнă хуллăрсене. «Салтас», – терĕç кусем, анчах ĕçне тăваканни кĕçĕнниех пулчĕ. Çавăнтах салтса сапаларĕ çыхнă шăпăра. Ашшĕ хăйĕн вăйсăр пӳрнисемпе тăхăр хуллине те пĕрерĕн-пĕрерĕн хуçа-хуçа урайнелле ывăтрĕ. Унтан ывăлĕсене тишкерӳллĕн куçĕсенчен пăхрĕ:

Вăй мĕнре, эппин? Хăшĕ сирĕнтен тĕрĕссине калама пултарĕ, э?

Кĕçĕн ывăлĕ пиччĕшĕсен еннелле пăхрĕ. Лешсем шарламарĕç. Вара, ашшĕ ирĕк парсан:

Вăй – пĕрлешӳре, атте, – терĕ.

Аслисен шăллĕ каланă шухăшпа килĕшме тиврĕ. Çавăнтан вĕсем пурте пĕр çăварлă пурăнма тытăнчĕç.

Чăваш ачисен ĕмĕтне тултараканни çак пехил пулчĕ. Кĕçĕннишĕн те. Аслисемшĕн те.

 

ЫЛТĂН ÇĔР

 

Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук.

 

Елĕк-авал, – унтанпа вăхăт пин çултан та ытларах иртнĕ пулĕ, – Чăваш çĕрне инçетри пĕр патшалăхран элчĕсем, хальхилле каласан посолсем, килнĕ. Çук, çук, хăтана мар, урăх ĕçпе. Чăваш Енпе туслă çыхăну пуçарасшăн пулнă иккен çав çĕршыв.

Сăлтавĕ мĕнре-ха? Авалхи чăвашсем те хальхисем пекех ĕçчен те сăпайлă çынсем, пултаруллă та тарăн шухăшлавçăсем пулнă. Çавăнпа нумайăшĕ вĕсен çĕр-шывĕ еннелле туртăннă. Аслă Атăлĕпе Шурă Атăлĕ, ватă юманлăхĕпе хитре çăкалăхĕ, сарă хĕвелĕпе сенкер тӳпи кирек кама та илĕртнĕ. Илентернĕ. Çепĕç сăмахĕсем, ытараймалла мар юрри-сăвви, хӳхĕм тĕррисем... Мĕн тери пахан та килĕшÿллĕн курăннă вĕсем! Чăвашсемшĕн, хăйсемшĕн пулсан, кӳлĕ хĕрринчи хăмăш çулçийĕ те, шурлăхри хăяхĕ те пурçăннăн туйăннă, çемçе те ачаш пулнă. Вĕсем хăйсен çĕрĕ çинче ӳсекен курăка чи ешĕлли тесе шутланă, хăйсен çийĕнчи тӳпене чи сенкерри тенĕ, хĕвел вĕсемшĕн чи сарри пулнă. Атăлĕнчен анлă, тарăн, аслă шыв вĕсемшĕн тĕнчере урăх пулман...

Тепĕр тесен тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван халăхран хакли нимĕн те çук.

Элчĕпе унăн çыравçи Чăваш çĕршывĕ тăрăх нумай çÿренĕ. Урлă-пирлĕ кумнă, таçта та çитсе курнă. Курни-илтнине хăйсем йăлтах хут çине ӳкере-ӳкере илнĕ, çыра-çыра пынă.

Чăваш патши хăй патне килнĕ çак хăнасене пулăшма ятарласа çул кăтартакан çын уйăрса панă. Патшин ячĕ манăçнă, çул кăтартаканнин ятне астăвакансем халиччен те пур-ха, имĕш. Посолпа ăна пулăшакан çыравçăн ячĕсене те кĕнекеçĕсем паян кунчченех асра тытаççĕ тет.

Патша Атăлтан аякрах мар Виçĕ Кӳлĕ текен вырăнта пурăннă пулнă. Ун патне тарçисем пынă та кала-кала панă:

Ютран килнĕ хăнасем пирĕн Атăла пит мухтаççĕ. Пирĕн вăрмансенче кайăк-кĕшĕкпе тискер кайăксем çав тери йышлă пулнинчен тĕлĕнеççĕ. Хĕрсен юррисене çыра-çыра илеççĕ. Вĕсен тĕррисене ӳкереççĕ, тĕрленĕ сурпансене темĕн чухлĕ ылтăн укçа пара-пара туянаççĕ. Хăйсен патшине илсе кайса кăтартасшăн. Ваттисен сăмахĕсене çыра-çыра илеççĕ. Сăпайлăхпа кăмăл тасалăхĕн йăлисене мухтаççĕ.

Ютран килнисем çинчен каласа пани чăваш патшине тарăн шухăша янă. Чылайччен шухăшласа ларнă хыççăн вăл вĕсене хăй патне чĕнтернĕ. Лешсем, паллах, пăркаланса тăман ĕнтĕ, чĕннĕ çĕре пынă. Патша кусене ăшшăн саламланă. Хăналанă. Сим пыл, юрай сăри, максăма ĕçтернĕ, тултармăш, шăрттан астивтернĕ. Турăх çитернĕ. Çичĕ тĕрлĕ какайпа çичĕ тĕрлĕ курăкран салма яшки пĕçерттернĕ. «Салма яшки – салам яшки», – ăнлантарнă вăл. Хаклă йышши япаласем парнеленĕ. Ахах-мерчен. Тĕрлĕ йышши шăрçа – хĕрĕсене савăнтарма. Чăваш ăстисем кĕмĕлтен, ылтăнтан тунă савăт-сапа – арăмĕсене мухтантарма. Хăнасене, иккĕшне те, пĕрер хутаç, пурçăн хутаç, йăвача тыттарнă – ачисене рехетленме.

Ют патша çыннисем килелле кайма пуçтарăннă.

Максăма – çăра ăсларан тунă хăмласăр сăра. Вĕсене Атăл хĕрринче пысăк кимĕ кĕтсе тăнă. Патша хăйĕн тарçисене хăнасене ăсатса яма хушнă.

Хăнасем кимĕ еннелле утма тытăннă. Акă вĕсем пусман малтанхи картлашки еннелле урисене тăсаççĕ. Ӑсатакан чăвашсем вĕсене самантлăха чарăнма ыйтаççĕ. Лешсем тĕлĕнеççĕ. Ӑнланаймасăр, пусма карлăкĕнчен тытса кимĕ еннелле хăпармах тытăнасшăн. Чăвашсем тилмĕрнĕ евĕр, тепĕр хут каласа кусене чараççĕ-чараççех.

Чăвашсем аякран килнĕ хăнасене йăвашшăн кăна пушмакĕсене хывма сĕнеççĕ. Пушмак çумне çыпçăннă пылчăк таткисене хăйпăта-хăйпăта илеççĕ, шурă пурçăн тутăрсемпе пушмак ăшĕнчи, тĕпĕнчи, аяккинчи тусана шăла-шăла тасатаççĕ те тутăрсене тирпейлесе кĕсйисене пуçтарса чикеççĕ. Тап-таса пушмаксене чăвашсем хăйсемех типтерлĕн тăхăнтартса яраççĕ хăнасене. Упкев тавраш ан пултăр тесе-ши, тата тепрер енчăк ылтăн укçа тыттараççĕ кусене. Унти укçана силлесен икĕ пушмака тулса тăкăнмалла...

Мĕнле йăла ку сирĕн, чăвашсем? – шалт тĕлĕнсе ыйтаççĕ хăнасем.

Лешсем вара ак мĕнле сăмахсемпе хуравлаççĕ:

Эсир хăвăр куçăрпа çав тери чечен те тулăх Чăваш çĕршывне куртăр, тĕнчери чи илемлĕ çĕршывпа паллашрăр. Пирĕншĕн çак çĕртен хакли тĕнчере нимĕн те çук. Çак çĕр çинче пусси-пусси пăри кашлать вăрман пекех, пăрçа ӳсет... Вăрмансенче пин çулхи юмансем саркаланса лараççĕ, çăкалăхра пыл хурчĕсем хăйсен çепĕç юррине юрлаççĕ... Кунта ӳснĕ çĕмĕрт турачĕсем çине эпир хамăр ачасен шăнаршисене çака-çака янă. Сăпка юрри юрласа вĕсене çывăрттаратпăр. Тăван çĕр çинче пин çула çитнĕ юмансене çурса хăма тăватпăр, çав хăмаран тупăк туса тĕрĕллĕ сурпан сырнă асаннемĕрсемпе кукамайăмăрсене пытаратпăр. Тăван çĕрте çăва та тăван. Çак çěр çинче эпир хамăрăн чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе калаçса чуна пусаратпăр, вăйăра та, туйра та хамăр юрăсене юрласа йăпанатпăр, юпа уйăхĕнче вара ваттисене асăнатпăр... Ывăнсан çак çĕр çине выртса канатпăр. Çак çĕр çинчи улăхсенче пирĕн выльăх кěтĕвĕсем кĕшĕлтетеççĕ. Айлăмсенчен сăрталла хăпаракан сукмаксене, тикĕс уй-хиртен юманлăха кĕрекен çулсене пурне те пирĕн маçаксен урисем, асаттесен урисем, пирĕн хамăрăн урасем, пирĕн ачасен тяпписем таптаса хытарнă. Чăваш çĕрĕ – пирĕншĕн атте те, анне те, тăван пичче те. Ку çĕр – сăваплă та таса. Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак. Унăн нӳрлĕ тăмĕ – ылтăн, типĕ чулĕ – кĕмĕл... Эсир пирĕншĕн хисеплĕ хăнасем пултăр, сирĕншĕн нимĕнле хаклă парне те шел мар. Анчах та Чăваш çĕрĕ пирĕншĕн чи хакли, сире эпир унăн куçа курăнман тусан пĕрчине те пама пултараймастпăр. Çавăнпа та сирĕн пушмакăрсем таптаса. Сывă пулăр! Такăр çулпа утма пӳртĕр, эппин, сире...

 

ТИЛĔ ТАТА МАНПА ПĔР ХУШАМАТЛĂ ТИСКЕР КАЙĂК

 

Юмаха та ăсламасăр тума ҫук.

 

Асаннен мăнукесем те, мăнукесен ывалĕ-херĕ те пирĕн хушамат пĕр сакăр вунă çул каялла мĕнле пуçланса кайнине лайăх пĕлеççĕ. Ялтан аякра та мар, Çичçырмапа Марта çырми хушшинче пирĕн ялăн усрав вăрман пулнă. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче асатте усрав вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă. Таçта такам «Кашкăр! Кашкăр!» тенине илтет те асатте пуртă илсе çуна пуçне хăпарса тăрать. Кашкăр асатте еннелле чупать. Те выçă пулнă вара, те урнăскер: чупса çитсенех лашана çыртас тесе туртана пĕтĕм вăйран çыртать. Çав вăхăтра асатте пуртăпа кашкăр çамкине çапса çурать. Вилнĕ кашкăра вăл киле турттарса таврăнать. Çавăнтан ĕнтĕ авалхи Энтĕркка йăхĕнчи Мĕкĕте турачĕ Кашкăра тухать. Куна пирĕн енче ватти те, вĕтти те лайăх пĕлет. Те çавăнпа асанне юмах тавраш каласа панă чух унăн мăнукĕсем кашкăр çинчен каланине уйрамах тимлĕн итлетчĕç. Пĕр юмаха ĕмĕрне те манас çук. Ӑна тахçан авалах пĕлнĕ пулĕ чăвашсем.

«Тилĕ пĕр шăтăк тĕлĕнче чарăннă та нăш! шăршланă. Тути унăн тӳрех ылтăн пулса тăнă. Çӳлелле каçăрăлса пăхнă та – куçĕсем çăлтăр пулса çуталнă. Пĕрре сикнĕ те тилĕ урхамах çинче пулах кайнă. Пырать хайхи тилĕ урхамахпа юрттарса. Кашкăра тĕл пулать. «Ӑçтан килетĕн, тилĕ тус? Мĕнле кун пек пулма пĕлнĕ эс?» – ыйтать кашкăр.

Тилĕ калать: «Чупса пынă чух пĕр шăтăка шăршларăм та – ылтăн туталлă пултăм, çӳлелле пăхрăм та – çăлтăр куçлă пултăм, сикрĕм те – урхамах çине лекрĕм», – тет.

Кашкăр та çапла тăвать. Пĕр шăтăка шăршлать те – тути таврăнса ларать, тӳпенелле пăхать те – куçĕ шăтса юхать, урхамах çине ларма ĕмĕтленсе сикет те – çатан шалчи çине пулса вилет тет».

Юмахĕ те çакă çеç. Кирек мĕнле юмах пĕтерсен те асаннене: «Тата урăххине каласа пар», – тесе ыйтаканччĕ. Анчах ку юмах хыççăн – пачах урăхла. Ыйту хыççăн ыйту параççĕ: «Асанне, мĕншĕн тилле – телей, кашкăра – инкек?» «Çапла кирлĕ те вăрă-хураха», – хуравлатчĕ асанне. «Мĕншĕн, асанне? – ыйтатчĕç мăнукĕсем. – Тилĕ мĕнрен лайăхрах вара? Чее вăл, пурне те улталать». «Ку тилĕ – урăх тилĕ, вăл никама та улталаман, вăл ăслă та ырă пулнă», – лăплантарма пăхатчĕ асанне.

Аптрасах тăмастчĕ вăл, юптарса панă юмахне тепĕр чух урăхлатса та калатчĕ.

«Çыран хĕрринче чĕкеçсем пурăннă. Вĕсем çепĕççĕн чĕвĕлтетни тавралăха илем кӳнĕ. Вĕçме вĕренеймен пĕр чĕппи йăваран тухса ӳкнĕ. Çывăхранах кашкăрпа тилĕ чупса иртнĕ. Чĕкеç чĕппине курсан: «Çием», – тенĕ кашкăр. «Ĕçем!» – тенĕ те тилĕ шыва сикнĕ. Шăмпăртатнине илтсен хăрушлăха туйса чĕкеçсем йăвисене пытаннă. Вĕçейменнине тилĕ сăмсипе тĕртсе йăвине кĕртсе янă. Çав шăтăка шăршланă та тилĕ – тутисем ылтăнланнă».

Тепĕр чух асанне тата урăхларах пуçлатчĕ. «Кашкăр пĕчĕк ачана «çиеп» тесе хăратнă тет. Ача шикленнипе йĕме пуçласан тилĕ чупса пынă та ăна йăпатма васканă: сиктерсе çывăратнă».

Тĕрлĕрен пуçлатчĕ асанне çак юмаха, кашнинчех тилĕ унăн ырă кăмăллăччĕ, кашкăрĕ тискер те усалччĕ. «Асанне, ма-ха эс яланах çак юмаха пуçла-мăшĕсĕр пуçлатăн?» – канăç памастчĕç ăна мăнукĕсем.

«Эсир кашкăра шеллессе шутламан та эпĕ», – тетчĕ асанне. «Мĕнле шеллес мар-ха? Ку кашкăр, тилĕ пекех, никама та сиен туман вĕт», – тетчĕç ачасем. «Тен, аслаçăр вĕлернĕ кашкăра та шел пуль сирĕншĕн?» – ыйтатчĕ асанне. «Ӑна ма шеллемелле? Вăл асатте лашине çисе ярасшăн пулнă». Асанне ун пек чух çапла каласа хуратчĕ: «Пур кашкăр та çавах – вĕсем сăрă кăна мар, тискер те».

Пурте ӳссе çитрĕмĕр. Асанне юмахне итлекенсенчен хăшĕсем хăйсем те тахçанах асатте е асанне ĕнтĕ. Анчах вăл каласа панă çак юмах халĕ те асран тухмасть: пĕрле пуçтарăнсан хамăрпа пĕр хушаматлă усал чĕр чуна ача чух шелленинчен ахăлтатсах кулатпăр вара.