Хурсем

Растворцев Андрей Васильевич

Шип-шип чĕпсем,

хур чĕпписем,

Хĕвел чĕппи пекех вĕсем.

Хăва кăчки майлах хитре

Пĕрле вылянă сехетре.

 

Анчах та хур аçи хаяр,

Хăйсем патне ярасшăн мар.

Эх, юратмастăп эп ăна,

Мăйне тăсса чупакана.