Хурлăханăм ан хурлан

Волкова Мария Андреевна


    

Тупмалли

Пăши пăрушĕ

Ырă ĕне

Ҫуркунне

Пăрҫа хуралҫисем

Хурлăханăм, ан хурлан

Улталарĕҫ

Кĕрхи хурăн

Илюшша – Илюк

Хур ташши

 

Пăши пăрушĕ

Чăтлăх вăрман арринче,
Шур çĕмĕртлĕх ăшĕнче,
Пăши пăрушĕ тăрать,
Ярса пусма та хăрать.
Витере мар, ирĕкре,
Ирĕкре тех ӳтлĕхре.
Тин çуралнă, пĕчĕкскер,
Хăмăр кăвак тĕслĕскер.
Пĕр кун иртет, икĕ кун –
Усет пăши пăрушĕ.
Пĕлеймест-ха айван чун:
Мĕн вăл сыхлăх, хăрушлăх.
Пĕр ирхине чăтлăхран
Пăши тăрса кайсанах
Ун пăрушĕ чăтаймасть,
Çыр хĕррине вăл анать,
Сасартăках тем анлăш
Çутă инçет уçăлать.
Шыв хĕрринче – юманлăх.
Унтан курать вăл çăла.
Çăл хĕрринче ăвăссем
Çăтăл-çăтăл чĕнеççĕ:
– Тутлă манăн çулçăсем,
Çисе пăх-ха, – тееççĕ.
Усса панă туратне
Хыпать пăши пăрушĕ.
Унтан пырать çăл патне:
Шывĕ сиплĕ те уçă.
Тĕлĕнтермĕш улăхра
Курăк çиет пĕр хушă.
Çаранĕ пит тулăхран
Савнать пăши пăрушĕ.
Çӳрет, çиет – ывăнать.
Тутлăн килет ун ыйхă.
Шăплăхра вăл çывăрать.
Шăплăх шанчăклă, сыхă.

 

Ырă ĕне

Кĕтӳ ярсан каçхине
Хамăр ĕне сассине
Эп таçтанах паллатăп,
Хапха уçма васкатăп.
Ĕне калать: «Му-ук, му-ук,
Мана илме хирĕç тух!
Хирте шăрăх пулнипе
ĕçес килет кунĕпе.
Аш хыппине ирттерме
Пур-и лĕп шыв – çăнăх шыв?
Уншăн çутă витрене
Сĕт антарăп – су та су!»
Анне суса кĕрсенех
Эп ăшă сĕт ĕçетĕп.
Вара ырă ĕнене
Эп çитерме вĕçетĕп.

 

Ҫуркунне

Пĕтменччĕ кайса
Шур юр ĕнер ир.
Паян тасалса
Янк уçăлчĕ хир.
Çӳхе тумпала
Тăратăп тухса.
Юхать шыв вăйлах,
Юхать ăнтăлса.
Шавлать те кĕрлет
Çырма хирĕлсе –
Лутра кĕпере
Каясшăн илсе.
Кăра та хаяр
Сив хĕл парăнса
Тарасшăнах мар –
Урать тăвăлса.

Кашлаç пăлханса
Хавас йăмрасем.
Унта ир те каç
Савнаç кураксем.
Çуралнă çĕре
Ютран таврăнсан
Шавлаççĕ пĕрле
Çапла пухăнса.
Пулман-çке ансат
Вĕсен çулĕсем.
Сивве, тăмана
Çĕнтернĕ вĕсем.
Уяв кĕввисем
Вĕсен сассинче...
Юхаç сив çилсем
Сив хĕл хыçĕнчен

 

Пăрҫа хуралҫисем

 

Эпир, çамрăк ачасем,
Пăрçа çиме кайрăмăр,
Хуралçине курсассăн
Çырмана тармарăмăр.
Уй хуралçи туяллă,
Ыйтрăмăр та, чармарĕ:
–  Çийĕр, –  терĕ, – хураллăр!..
Пусă вĕçне хăй кайрĕ.
Акă çырма пуçĕнчен
Качакасем пăхаççĕ,
Хуралçăсем сисиччен
Симĕс пăрçа вăрласшăн.
Пульккă йытă хăратсан
Качакасем шарт сикрĕç,
Хӳрисене тăратса
Аслă çулалла ӳкрĕç.
Эпир пăрçа çирĕмĕр,
Карттус çине илтĕмĕр,
Йăмăксене патăмăр.

 

Хурлăханăм, ан хурлан



Хурлăханăм-хурлăхан,
– Ма çĕрелле усăнан?
– Лутра пĕвĕм ӳсменрен.
– Çырлам пиçсе çитмесрен.
– Сулхăн сывлăм ӳксенех
– Эп йĕретĕп ирсерен.        
– Хурлăханăм-хурлăхан,
– Уншăн эсĕ ан хурлан,
– Ак пиччепе сан тавра
– Вĕрлĕк карта тытрăмăр,
– Усăк пуçна майласа
– Унтан уртăнтартăмăр.
– Кĕлеткӳне пуçтарса
– Пилĕклесе çыхрăмăр.
– Хĕрӳ хĕвел пăхтăрах –
– Çырлу пиçĕ хуп-хура!..
– Текех ĕнтĕ ан хурлан,
– Çут хĕвелпе маттурлан.

 

Кĕрхи хурăн

 

Шăпăрланнă хурăн
Çил лăсканăран.
Кил карти те хурлă,
Савăк мар урам.
Уйăхлă кĕр каçĕ
Тарăн курăнать,
Урăхла сăн пачĕ
Шурă хурăна.
Тухйине вăл хывнă,
Ылтăн тенкине
Сапаланă хунă
Кĕр арки çине.
Çил ăна пуçтарĕ
Кустарса ирпе,
Сиккипе хăй тарĕ
Шăхăрса хирпе...
Чĕтренет-и уçăм –
Хурăншăн пĕрех.
Маншăн çара пуçăн
Вăл илемлĕрех.

 

 

 

Илюшша – Илюк

 

Чупса тухрĕ урама – çук никам.
Ачасем лере выляç лапталла.
Ак курать вăл: уçса янă такам
Çĕн кĕлетĕн алăкне, тем чутлать.
– Асанне, – теп, – асанне! Мĕн тăван?
– Йăран турăм – кĕрепле ванчĕ ман...
– Юсаса кĕреплине эп тăвам,
Эс ывăннă пуль – кăштах ларса кан...

Апат пиçнĕ. Вăл апат та çимен.
– Илюшша – Илюк, ăçта эс çӳрен?
– Эпĕ пултăм, асанне, утарта,
Улмуççи сыпма вĕрентĕм унта.
Уяв иртре. Вăхăт мар çывăрма.
Симĕс-симĕс паркаланчĕ вăрман.

Хăпарать Илюш юман тăррине,
Тĕлĕнсе пăхать асламăш ун çине:
– Ан хăпар ытла çӳле, ан, – тет, – ан!
– Илюшша – Илюк, ӳксе аманан!
– Путексем валли çулçи ун аван,
Çыхса милĕк хатĕрлетпĕр, – тет, – кайран.
Киле çитнĕ-çитменех çак патвар
Салтрĕ милĕк çыххине ак вăр-вар.
– Асанне, – тет, – атя иккĕн çыхар.
Шăрши тутлă – çенĕкех, тен, çакар?

Илюшша – Илюк ĕçлет – ӳркенмест,
Çавăнпа та вăл нихçан чирлемест.
Сарлака та çирĕп унăн кăкри,
Утти çăмăл, хăй вăл – чи паттăрри!
Туссене те кӳренмест шӳтлесе:
– Илюшша – Илюк – юман эс, – тесен.
– Юрĕ. Юрĕ-çке, юман – çăка мар!..
– Атьăр, – тет вăл, – урама выляма!

 

 

 

 

Хур ташши

 

Хур чĕпписем урамра
Кăчăл шăтнă курăка
Пат! татаç те лат! лараç.
Эп тăратăп хулăпа.
Хур аçинчен хăрасса
Хăратăп çав – пĕчĕккĕ.
Ах-х! – терĕ те кĕçех
Яра пачĕ хур ташша:
Ах-ах-ах-ах…
Пур чĕппи те хамăнах!
Пурте йăрă, сып-сывах,
Сăмсисем çеç сарăрах,
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк...
Çийĕрех, – тет, – тăпăрчă,

Шыва чăмăр тăмпăрчăк,
Сар мамăк пек ишĕрех –
Пысăк пулăр хамăр пек!

Вăйлă пулччăр çунатсем.
Вырнă ана талккишпе
Пуçтарăпăр пучахсем.
Ана çинчен кĕркунне
Кӳлле вĕçсе тухăпăр.
Какăлтатса кил умне
Тайкаланса утăпăр.

Ах-ах-ах-ах...
Пур чĕппи те хамăнах!
Эпĕ – вĕсен хӳтлĕхĕ,
Ан тив, паттăр ӳсчĕр-и!