Хуралçă

Галкин Александр Алексеевич
Чӑх-чӗпсем иленнӗ
Пахчана:
Йӑлт чавса пӗтернӗ
Йӑрана!

Лартрӑм васкаварлӑн
Катепи,
Пулчӗ мыскараллӑ
Ун хапи.

Ҫӗтӗк-çатӑк кӗрӗк –
Ҫиӗнче,
Лӑпӑс-лапӑс çӗлӗк –
Пуçӗнче.

Пурпӗр, пурпӗр сыхӑ
Вӑл тӑрать…
Маншӑн питӗ ырӑ
Ӗç тӑвать.