ХУРАÇКА

      Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкçĕ çунана кӳлтĕм. Хам çуна çине лартам та:
      – Ну атя, Хураçка, урамалла! – тесе пушăпа çат! тутартăм.
      Хураçки çăттăр-çаттăр! çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хаварчĕ.