Хура йытă Айта

Алексеев Осип Алексеевич

Урам урлă пурăнакан Микулай мучирен йытă çури илсе килтĕм. Унăн амăшĕ хура-шурă ула, пысăк. Ку вара кăмака хăрăмĕ пек хуп-хура, пĕр шурă пăнчă та çук, анчах çăмĕ çу сĕрнĕ пек çуталса тăрать. Урисем малти те, хыçалти те ухват пек кукăр: тўрех паллă, кĕске ураллă йытă пулать. Ун валли чипер ят шыраса тупайманран: «Айта кил, сĕт ĕç», е сунара кайнă чухне «Айта пĕрле, пĕччен çуресен ытла та кичем», − теттĕм. ўссе çитрĕ. Вăл кĕске ураллă, анчах пĕвĕпе вăрăм йытă пулчĕ, «Айта» сăмаха хăйĕн ячĕ вырăнне хурсах йышăнчĕ.

Микулай Мучи Çĕрпў ярмăрккине кайса тăванĕсем патĕнче тăватă каç выртнă. Йытти те пĕрле пулнă. Кампур Айта ашшĕне çавăнта тупнă пулмалла.

Айта ўссе çитĕнсен пирĕн пата кўршĕсем те пыма хăракан пулчĕç Урам алăкĕн çекĕл сассине илтсенех Айта шыва васкакан ăтăр пек алăк умне шăлне йĕрсе вирхĕнсе пырать. Сасси хăйĕн ытти йытăсенни евĕр хам! хам! тенĕ пек мар, çинçен те вăрăммăн хум-хум! тесе каланăн илтĕнет. Çивĕч шăлĕсемпе йĕм пĕççинчен е çанăран çаклатсан çилĕмле çыпçăнса ларать. Сивĕ шывпа сапсан çеç уйăратăн ăна. Çавăнпа килкартинче лахханпа шыв тытма хăнăхрăм. Хĕлле пўртри шыва йăтса тухатăп.

Пĕррехинче Айта виçĕ-тăватă кун çухалса çўрерӗ. «Йытă хăйне час-часах шывпа сапнăран мана кўренчĕ-ши», − теме пуçларăм. Айта ун чухне килтен мĕншĕн тухса кайнине пилĕк уйăхран çеç ăнлантăм: аçа шырама кайнă иккен.

Пĕр ирхине сурăх картин хĕвелтухăç кĕтесĕнче Айта çывăхĕнче виçĕ хура муклашка выртнине асăрхарăм. Йытă вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тутипе тĕке-тĕке йăвантара-йăвантара çуласа типĕтет. Мана курсан йынăшса сасă пачĕ: «Ачамсене тивмĕн-и?» терĕ пуль. Суккăрсенчен пĕрерĕшне тухса пăрахма та алă çĕкленмерĕ. Чун вĕт. ўссен, тен, кама та пулсан кирлĕ пулĕ.

Айта çав кунтан пуçласа картана пĕр чĕр чун та кĕртмерĕ. Юрать-ха вăхăчĕ кĕркуннене сулăнма пуçлани нумаях марччĕ.

Куçĕсем уçăлсан, вăй кĕрсен виçĕ хура муклашка картаран тухса таракан пулчĕç. Ĕне çăмĕнчен йăваланă, çавраш-калансах çитмен мечĕк пек кăлтăртатса чупаççĕ вĕсем.

Çапла тухса çўренĕ хыççăн тăватă-пилĕк кунтан çурасем, тем сиснĕ пек, картана таврăнмарĕç, амăшне туса панă йăвана вырнаçрĕç. Айта та хăйĕн ĕç вырăнне таврăнчĕ. Кил-çурта халĕ тăваттăн хураллаççĕ.

Пĕрремĕш юр ўксе ирĕлнĕ хыççăн амăшне килĕштернĕрен-ши, икĕ çурине хамăр ялсемех илсе кайрĕç. Айта виçĕ эрне пĕр çурипе йăпанса пурăнчĕ. Ăна илме вара çырма урлă кўршĕ ялти Сахрун Муççи тракторпах кĕрлеттерсе çитрĕ.

− Уçăп пичче, сирĕнни пек ăслă йытă таврара çук тенине илтрĕм. Çури те пур терĕç, памăн-и?

Килнĕ хăна калаçнă май хĕвĕнчен çыхă кăларса тыттарчĕ.

− Арăм хатĕрлесе пачĕ, мĕн пуррине пĕлместĕп.

Чечеклĕ хутаçра ашпа пĕçернĕ хуплу тата йывăç çинчен тин çеç татнă пек шултра, тăварланă панулми.

Муççа, мĕн хăтланатăн, йытă çурин хакĕ çавăн чухлĕ-и? Тĕнче умĕнче намăса кăларатăн.

Пахчари каюрасене пĕтернĕшĕн те вăхăтра тав тăваймарăмăр, ан кўрен.

Тем ан калаç-ха, Муççа. Ун пек ĕçре те пулăшмасан сунарçăран мĕн усси?

Муççа тухса каяс умĕн йытта кăкартăм. Çурине илсе кайни Айтана килĕшмерĕ. Вăл нăйкăшрĕ, уларĕ, унăн тĕксĕм куçĕсенче куççуль шăрçаланчĕ. Çури хăйне евĕр илемлĕ: хўре вĕçĕнчи çăмĕ Малти касри Хĕлип Çтаппанĕн йыттин çăмĕ пек кăтра.

Çĕрле йытă вĕрсе чăрмантармарĕ, чĕлхесĕр чĕр чунăн кулянни иртсе кайнă-ши?

Ирхине Айтана йăвинче курмарăм. Сăнчăрĕпе мăйкăчĕ − вырăнтах. Питĕ меллĕ туртса кăларнă вара пуçне чĕн ункăран. Икĕ-виçĕ сехетрен Айта киле вĕçтерсе çитрĕ, хăй вырăнне йышăнчĕ. Йытă тупăннипе савăнса ăна тутлă апатпа сăйларăм, килти ĕçе пуçăнтăм.

Кăнтăрла çитеспе пахчари ĕçе вĕçлесе картишне кĕнĕ чух йытă пăява турткаланине куртăм. Малти урисемпе мăйкăчне тĕкет. «Мĕн хăтланать-ха ку?» − тесе ăна сăнама тытăнтăм. Йытă турткалашрĕ-турткалашрĕ те пуçне мăйкăчран туртса кăларчĕ, унтан алăк айĕнчен урама тухса çырма хĕррипе кўрше яла çул тытрĕ, кивĕ кĕпер еннелле лăпăстатрĕ. Эпĕ − ун хыççăн.

Кивĕ кĕпер урлă кўршĕ яла çитме чылай çывăхрах, анчах çынсем, çĕн кĕпер тунăран, ун урлă çўреме пăрахнă. Эпĕ йытă хăйĕн хыççăн йĕрленине ан систĕр тесе васкамасăр утрăм. Яла кĕрсен Айта тўрех Сахрун Муççин çурчĕ еннелле пăрăнчĕ Кил тĕлне çитсен хапха айĕнчен килкартине кĕрсе çухалчĕ.

Эпĕ тўрех ăнлантăм: вăл çурине ĕмĕртме килнĕ. Юрату туйăмĕ чĕр чунсенче те вăйлă аталаннă. Айта Муççа илсе кайнă çурине, тен, ыттисенчен ытларах кăмăлланă?

Йытта виçĕ эрне хушши чăрмантармарăм, хăйĕн çурине кайса юраттăр, сĕт çитертĕр терĕм.