Хур карти

Кадкин Лев Кириллович

Харăссăн пусса пыратпăр,
Шыв хĕрне стройпа каятпăр.
Атă çук та урара –
Утма çăмăл урамра.
Пусмасассăн харăс-харăс
Хур аçи кăтарчĕ намăс.
Вăрçса тăкĕ: «Ка-ка-ка!
Тивĕç мар эс салтака!»