Хулари мыскара

Галкин Александр Алексеевич
Мускавран Шупашкара
Килнӗ, теççӗ, мыскара!..
Пӗтӗм халӑх хулана
Йӑтӑнать курма ӑна.

Мӗн-ши-ха вӑл ун пекскер?
Хитрескер е усалскер?
…Кӗç пире те машшинпах
Кайрӗçе лартса йышпах.

Ҫитрӗмӗр,
Ун-кун пӑхатпӑр:
Ҫук-çке,
Нимӗн те курмастпӑр!
Ҫӳллӗ-çӳллӗ хӳме çеç, –
Мӗн шалта?
Мӗскер кӗрлеç?

Алӑк пур.
Кӗрсе каятпӑр,
Ак мӗскер унта куратпӑр: