Хузангай Том 2
Т. 2 : Сăвăсем, ярăмсем, 1945-1970
Манăн çăлтăр тӳпере!
Асилӳ
Çуркуннен туйăнмасть-и сире?
Манăн çăлтăр тупере!
Тавтапуç
Тавсси кěрхи кĕрекене!
Суйлавра
1946 çулхи Мускавра
Çěнтерӳ
Шинель
Кĕвĕленмен юрă
«Шупашкара çитсе пыруçăн...»
«Чечек çуратчĕ çуркунне...»
«Мĕскер, мĕскер эс ман куçран...»
«Ах, эп курсатгăм мăшăр куç...»
«Атăлтан тухать çур уйăх...»
«Курсам, мĕнле илемлĕ Атăл!..»
«Шупашкар çăкисем çеçкере...»
«Чĕкеçсем çÿлте вĕçеççĕ...»
«Пăлтăра шăналăк карнă...»
«Шурă-шурă Шупашкар...»
«Шупашкарта пур пĕр йăмра...»
«Кăтралана пуçларě Атăл...»
Латвире çырнисем
Тахçанхи тăван
Пулăçăсем
Тунсăх
Пакшасем
Мěнле-ши?
Ĕмĕт
Сарă сăвă
Хуракăшсем
Лăплану
Шăнкăрчăсем
Ракхуранĕ
Туршс
Ситкĕрме
Ялăма
Несěл
Ятсем
Сиктěрме
Питтăпай çеремĕ
Ĕнчĕ
Кун йěрки
Чěпсем
Пултăрахчě телее
«Тики-тики»
Çуллахи каç
Сăпка юрри
Тăватă хурăн
Вĕрентекен
Ăмăртăва
Хěллехи ир
Кушак
Сăлпăран
Тěтĕм
Ар ташши
Мунча çемми
Вак хĕрринче
Ĕмĕрхи
Хĕр
Хĕр юрри
Вăтăр пĕрремěш çуркунне
Сывă тăр, хĕвел!
Лашасем
Сывпуллашу
«Чĕре юрри» кĕнекерен (1952)
И. В. Сталина
Халăхсен Ашшĕне
Çамрăксен маршĕ
Студентсен ăсату юрри
Пурлăх юрри
Мухтав юрри
Тăван çěршыв (Лебедев-Кумач кĕввипе)
Кěреке юрри
Эпир Российăра пурнатпăр
Эп − Советлă Союз гражданинĕ
Миршĕн!
Пултăр мир!
Мир юрри
Тинěсрен тинĕсе
Репродуктор умĕнче
Урама тухар хаваслăн
Чарар!
Çак кунсенче
А.А.Жданова асăнса
Никос Белоянниспа ун тусĕсем çинчен
Колонлă залра аса илни
Николай Тихонова
Сулейман Стальский
Поль Робсон
Джамбул
Константин Иванова
Пирĕн Çеçпĕл Мишши
О. И. Ырсеме
Художнике
Скулыптора
Бакен
Хĕвел ури
Тăван уй-хир
Халăхчунě
Салам
Атăл куçĕ
«Кун-çул тупинчен» кĕнекерен (1958)
Çурри
Тав курки
Эпĕ − халăх
Ленин
Ноябрĕн 7-мĕшĕ
Ырă кăмăллă тус, сасă пар, алă пус!
Çĕр юлташě çавранать
Ленин çулĕпе
Пултару
Тутарстана салам!
Нарспи юрăçине
Çĕртме
Кун-çул тупинчен
Тăван Шупашкар
Испан çынни юрлать
Н. Я. Бичурина (Иакинфа)
Çурхи
Юррăм Украинăна
Çамрăксем, малалла, çӳлелле!
Çамрăксен юрри
Пуш уйăхăн вĕçĕнче
Тезаврус лингве чувашорум
Поэзи пулсан
Халăх сăвăçин уявне
Суйлавçăсем умĕнче
«Тусăмсем! Хисеплě ватă...»
«Çĕрĕм-шывăмсăр мĕн пулăп?..»
«Лирика» кĕнекерен (1962)
Халăхăма
Аппа
Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ
Вырăс халăхне
Ывăçă тăпри
Митта Ваçлейне асăнса
Çĕрле
Альпăрт Канаша
Ватă юрăç, тав сана!
Тав юрри
Атăл хĕрринчи юман
Хавхалану
Çул юппинче
Салам сонечĕ
Ян Амос Коменский
Хура Хуракăш
«Аслă чĕре» кĕнекерен (1963)
Мухтав сăвви
Аврора
Ача-пăча хӳттишĕн
Пĕр тан тапаççĕ чĕресем
Пĕр шиксĕр пурнăç тăвар!
Тĕнчемĕр, савăн!
Кĕреке юрри
Эп пултăм аслă пухура
Разлив аса килет
Чĕрем, мĕн пулчĕ-ши сана?
Кÿлешÿ
А. Атрее
Аркадий Гайдар патĕнче
«Ман çук юратнă вăхăтăм...»
Танго
Элекçе
«Çаплах усратăп ăшăмра...»
«Çумăр хыççăн мăк çемçе...»
«Шакка, шакка, улатакка!..»
«Тамалнă хырлăх шăп...»
«Сар çурта пек сарă кÿкерчен...»
«Çаврака уçланкăра...»
«Ылтăн хăйăр» пляжĕ...»
«Чĕрем, мĕн пулчĕ-ши сана?..»
Çĕршыв мухтавĕ
«Шухăша кайса ларать...»
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Лайăх!
Кĕлчечек çĕршывĕн йăл кулли
Авалхи хурăнташсем
Георги Димитрова пуçкăшăль
Никола Вапцаров
Вазов чĕри
«Большевик» утрав
Поэзи кунĕ
Калофер − Муркаш
Вĕç, вĕç, куккук!
Траки туремĕн пбр сăнĕ
Пăлхарла пуç суллавĕ
«Лиляна»
Пловдив
Нарспи пăлхар килне кĕрет
Бай Николай
Кĕрекере
«Ылтăн хайăр»
Варна юрри
Ман хăрахăм
Ĕнчĕ
Сывă пул, Болгари!
Кавказ сăввисем
Ман килес
Кабардин колхозĕнчи уяв
Темрюк Марйи
Ту качаки путекĕ
Кайсын Кулиев патĕнче
Çурçĕр Осетире
Фатимă
Казбек
Альп туйиллĕ çын
Тамара керменĕ умĕнче
Пасанаурири упа çури
Пулкалать çак пурнăçра
Çăкăр, чăкăт та эрех
Савнă шыв-шур Хура тинĕс
Мтацминда çинче
Мингрел çулĕсем
«Музей, такамăн сăн-сăпачĕ...»
«Чĕлхене эп тунсăхларăм...»
Пĕлтĕм эп: эсĕ çук тĕнчере
Каçхи Тбилисире
Мăйрака
Грузие
Караванăн çулě вăрăм
Румынири май
Ăшă салампа
Унген
«Амбасадор»
Пелĕш
Пелешор
Най
Лянă Куку патĕнче
Тĕлпулу
Нарцисс уçланкинче
Чăваш хĕрĕ Тамара
Таминă
Овидий Назона
Даниэла-Ванда
Даниэла-Вандăна сăпка юрри
Тĕп-тĕрĕс сăмах
Мария Бануш
Ля реведерĕ!
Пăлхар ярăмĕнчен
Талисман
Ламара
Копривщица
Ясная Поляна
Ропотама
Созополь каччисем
Блага Димитровăна
Çилçунатăма
Хушка хумсем
«Хуракăшсем какаласа иртеççĕ...»
«Нумай çĕре çитсе паратăп сасă...»
«Эп хамăр Атăл хĕрринче вилесшĕн...»
«Шаккать юлташăн чăвашла машинĕ...»
«Тинкеререх пăхатăп тинĕсе...»
«Асра пĕр юрă янăрать ку чух...»
«Эп пурнăçран кĕтместěп канăç...»
«Хашăлтата пуçларĕ тинĕс...»
«Инçе çула пуçтарăнатăп...»
«Алран кайми аки-сухи...»
«Нумайранпа кунта пулманччĕ...»
«Нимене! Нимене!..»
«Пăхатăп ĕмĕрсен тĕпне...»
«Хушка хум... Эп курап ăна куçăн...»
«Эп − çирĕммĕш ĕмĕр çынни...»
«Кашлаççĕ хĕп-хĕрлĕ хырсем...»
«Куратăп кантăкран Кипек пырать...»
«Хăш чух çыраççĕ е пуплеççĕ...»
«Эп шухăшлатăп ун çинчен...»
«Пĕлтĕм эпĕ малтанах...»
«Чăтаймарĕ те пуль, тусеймерĕ те пулĕ...»
«Тăванăмçăм, çумри çунатăм...»
«Янтарлă Латви! Тепĕр хут...»
Инçе вĕçев
Малтанхи çаврăм
Тапранатпăр
Йыш
«Унăн ик мăшăр çунат!»
Прага − Лондон
Ариэль
Этем ăсне шанатăп
Стюардесса Ярмила
Океан, океан
Аялта Атлантика, çӳлте Блок, романтика
Виçĕ каччă
Автан
Пуçламăш сăмахсем
Уçă
Тĕп шухăш
Икě аллăн ик пӳрни
Испан чĕлхи урокĕ
Николас Гильен патĕнче
«Интернационал»
Ларсах ташлаççĕ Эрнест Хемингуэй
Çулпуç
Çул майăн
Кунти уйăх
Пляйа Хирон
Сороа
Крокодилсем
Тропикана
Çилçунатăма
Çыру
Прада урамри тĕлпулу
Гайдар хурăнěн тупсăмĕ
Ольгита
Кураймарăм сана, Фидель!
«Онсси» мĕн тени пулать?
Кайранхи çавра
Юлашки
Йыхравçă
Ленин
Кăçалхи кĕрекерен
Пирĕн аслă самана
Салтак сăмахĕ
Йыхравçă
Çĕнĕ Çул − çĕнĕ юрă
Çĕршывăмçăм, чăваш çĕршывĕ!
Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ!
Тăван чĕлхе
А. В. Кугушева депутатпа калаçни
Уйăхпи
Йăмăксене
Йыхрав
Шелепи
Амиç
Çилçунат
Космонавт амăшĕ
Йĕкел
«Эп Форнарина теттĕмччě ăна...»
«...Çук! Килĕшеймĕп ĕмĕрне!..»
Рикша
Тăпра
Телейлĕ çул
Вăрманта
Куккук
«Чире-чĕре çĕнтертĕм-ха тепре...»
Хура кураксем
Савса кĕтетпĕр
Инçетри чăваша
«Чăваш сăмахĕ − пирĕн чăн çăл куçĕ...»
Ыран пуласси
«Атăла алтăрпа айтараймăн!..»
Тавайăр-ха пĕрле ларса шутлар
Юхма тăрăхĕнче
Патăрьел паттăрĕсем
Митта патĕнче
Ытарайми тăван чĕлхе
Çул çинче
«Авангард»
Тантăш
«Аслисем»
Поэзи сиплĕ çилĕ
Поэзи сиплĕ çилĕ
Ян Судрабкална
Вăтăр пилĕк çултан
Назăм Хикмете
Поэт суранбсем
Максим Рыльские
«Поэзи вăл − уйрăм патшалăх...»
Савăш курки
Павло Тычинăна
Муса Джалиле
Муса Джалиле
Тукай хурăнĕ
«Вуншар çулпа шутлатпăр ĕмĕре...»
Вăхăт туйăмĕ
Шупашкар
Пулăçăсем
Юрату çыранě
Романс
Кунта пурнаççĕ поэтсем
Маргарита юрри
«Pourqouri? − тесе ыйтать пĕри...»
Пĕрер тĕл пулнисем
Кипарис
Сарачай юрри
Çак кун
Аслă çулпа Халăх саккунĕн кунне
Салам, Мускав!
Лавра умĕнчи шухăшсем
Юррăмăр Сталина
Çамрăксемпе «Çамрăк болыиевика»
Тупа
Пысăк вырăн çинчен пĕчĕк сăвă
Кĕнеке çине çырни
Тусăма
Тăрнаккай е Тăрбалдай
Юрлар!
Тăван сасăсен кăмăлне
Каçармастпăр
Аслă парти, тав сана!
«Кĕркунне утать. Уттартăр...»
Çутаттăр халăха çутту!
«Хам çуралнă Тутарстан!..»
Килчĕ ырă çуркунне
Çӳлтен çӳле, малтан мала!
Туслăх пĕлĕчĕ айĕнче
Мушайра
М. Я. Сироткин 50 çулне
Хура çăкăр
Çеçпĕл Мишшине
В. И. Краснов-Аслине
П. Н. Осипова
Геннади Волкова
Салам
Вăхăт туйăмĕ
Пухура çапла тăвасчĕ
Çăлтăрлă çулпа
Варкки Касак
Салам «Восхода»
«Капкăнăмăра»
Илпек Микулайне
«Çамрăксен хаçачĕ...»
«Ыр-рлăх!»
Пысăккипе пĕчĕкки
Эп − чăваш ачи
«Эп − Петěр Хусанкай. Чăваш...»
Пурăнать-ха, пурăнать
Влас Паймена
Кипарис
Çерçи
Ырă хыпар
Ĕмĕр чаплă
«Кашни ман сăввăм − юлашки пекех...»
Пăчăрлă Пашьел
Сăвă! Сăвă!! Сăвă!!!
Ĕмĕр сан вăрăм пултăр
Çуркунне
Жизель
Хурама
«Вăхăтра хĕвел кулать...»
Çыру
Чĕре
Мухтав сана, Чăваш театрĕ!
Элкере
Ак çапла!
Тав сăвви
Г. Н. Волкова: хамăрăн гениллĕ Кение...
Эпир − чăваш çыравçисем
Мăшăр йăмра
Армстронг, илт мана
Пуçламăш çавра
«Ай-хай ир те пулать, каç та пулать...»
«Хуткупăсăн сасси ян ярать...»
«Вĕçен кайăк пулса вĕçесчĕ ман...»
«Кунсем кĕскелеççĕ. Çурла уйăхне...»
«Кун пек эпĕ вăрманта...»
«Тăм ӳке пуçларĕ, тăм...»
«Çулçă тăкăнать...»
«Такам тăпри çинчи чул палăка...»
«Тăман, тăман... Тăван Пăлхарăм...»
«Тĕрлĕренех ăс-хакăл куртăм...»
«Хăвартăм хĕрĕхе, алла...»
В. Г. Егоров профессора
Семен Ислюкова
[Юлашки йĕркесем]
Кĕске сăвăсем
Аптраман тавраш паракан канаш
Аптраман тавраш паракан канаш
Пĕр драматурга
Ăнсăртран илтнĕ виçĕ калаçу
Çил хӳри
«Гени» пӳрни
Нарспиçĕсенчен пĕрне
Асра тытар
Çăмхапа сĕвем
Кĕнекен ĕç-пуçĕ
Тутли, йӳççи
Килес поэт
Кун-çул
Çавăнпа
Ĕçпе вăйă
Пысăк вырăн е ?
Çитменлĕх çинчен.
Тĕнĕл
Тирпей
Сăлтавĕ
Шăписем çаплалла
Ĕçĕн куршанакĕ
Тĕрĕсленĕ чăнлăхсем
Репетилов Шупашкарта
Шикленмĕп
Ялавина
Алакĕр Ваçлине
Çаваçа
Агитатор пулас текене
Çурмаккайсене
Чукмар парасчĕ аллине Иванов хӳрешкине
Мăшкăл
Яка çамка
Мĕнле кайăк?
Шывлисенчен пĕрне
Малкая
Пĕлĕшсем
Шĕвĕрĕлчен
Сур!
Пĕрле
«Вырăсла пĕлни кирлех...»
Ача-пăча сăввисем
Вăрман юрлать
Ку мĕскер? Курар, вуласа тухар
Шупашкара çитсе пыруçăн
Шупашкара çитсе пыруçăн
Тинкертĕм тăрă Ăтала:
Сана асилтĕм, чакăр куçăм,
Санпа çĕклерĕм кăмăла.
Силлерĕ-çке пире шăпамăр,
Силлерĕ Атăл хумĕ пек.
Салантăмăр та пухăнатпăр
Чун петĕнче ĕмĕтсемпе.
Вĕçет манн шухăш Атăл урлă,
Çумма хушайăттăм çунат!..
Паян кампа ларса эп юрлăп?
Чĕрем пĕр саншăн çеç çунать.
Чечек çуратчĕ çуркунне
Чечек çуратчě çуркунне,
Юрлатчĕ кайăк юрă.
Манна савнийĕм ун чухне
Пĕрремĕш хут чуптурĕ.
Сасартăк улшăнчĕ тĕнче:
Ялтрать вăл асаматлăн;
Сиçет, вылять куç умĕнче
Йăлт симĕсĕн-кăвакăн.
Кĕвĕçнĕ пек, манн куçăмран
Чечек пăхса сăнарĕ
Пыл хурчĕ хăй, çине уарсан
Чечек вара… пăхмарĕ.
Нимене! Нимене!
«Нимене! Нимене!»−—
Ян янранă ир-ир.
Пулăшса пĕр-пĕрне,
Йӳнеçтернĕ эпир.
Тăкăнать сар ыраш, −
Ан ислен ыйхăра.
− Ĕлкĕрес! − тет чăваш,
Ял-йышне йыхăрать.
Тыр вырма, ут çулма,
Капансем тăрлама,
Пураран пӳрт тума −
Тиветех йыхăрма.
Мĕн тăвайăн пĕччен?
Ĕмĕрсен тăршшĕне
Илтĕнет пур енчен:
«Нимене. Нимене!»
Çут тĕнче сарлака,
Сан − çĕр çеç тĕрĕс мул.
Анаран аякка
Ярса пуснă ан пул!
Хĕсĕнет пурнăçу
Пӳрт тавра, лаç тавра.
Арăм çук − парăм çук...
Пур пулсассăн вара?
Сак тулли сар ача,
Хĕр арлать çиччĕре:
Пир, тăла, улача −
Пурте кирлĕ пире.
Сӳс тӳме, çăм чавма
Шӳтлесех хĕрсене
Хĕтĕртет çав сăмах:
«Нимене Нимене!»
Ал-ура ĕçĕпех
Хăйранать ăс-хавал.
Çӳç касан хачă пек
Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.
Çĕр çинче, пĕлĕтре
Çук эпир туманни.
Пархатарлă, хитре
Чĕрĕлӳ самани.
Ăспала ĕçлекен
Хамăр ывăл-хĕре
Çăмăл мар та-и, тен,
Тепĕр чух хăш ĕçре.
Хĕнтерех килнĕçем
Пур çĕртен пĕр-пĕрне
Сас парар, тăвансем:
«Нимене. Нимене!»
Тăван чĕлхе
Эп, радиопа атом ĕмĕрне те
Çитсе кĕмешкĕн ĕлкĕрнĕ этем,
Чĕлхе тăванлăхне курасчĕ тетĕп –
Перне-пĕри ăнланччăр халăхсем.
Философăн, поэтăн е çулпуçăн
Сăмăхе çиттĕр пур илемĕпе,
Пур вăйĕпе сиçсе вылятăр уççăн –
Хĕвел пек, çил пек, çумăр пек. – теп эп.
Çапах та халлĕхе мĕн паллаштарчĕ
Мана çак ешĕл курăкпа, çĕрпе?
Çак пĕлĕт çӳллĕшне мĕн ăнлантарчĕ? –
Тăван чĕлхе! Çав пулчĕ тĕкĕр пек.
Килте, ютра-и эп – кирек ăçта та,
Кирек хăçан та тав тăвап ăна.
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс манна.
1951
Космонавт амăшĕ
А. А. Николаевăна
Алли чĕтрет-ха, ăшĕ ун вăркать…
Шур тутăрне салтмасăр кăларать
Именереххĕн сылтăм хăлхине,
Тытать вăл телефонăн кĕпçине.
Хура плпсмасса çийĕн кăшт кăна
Тăнлав шур çӳçĕ çаврăнса анать.
Самант – сехет пек, талăк пĕр минут.
Çынсем кăмăллăрах паян çĕр хут!
Телефонри хĕрсем пупле-пупле
Шыраççĕ темле сасă… Ак итле:
«Анне!» − тет ывăлĕ ун чăвашла,
Чун-чĕрене сăмахĕ ачашлать.
Хăй чĕлхипе кашни çуралакан
Çав сăмаха калать нимрен малтан.
Ӳн ывăлĕ çут çăăтăрсем таран
Хăпарчĕ çав таса сăмахпалан.
Çав сăмахпах вăл анчĕ пĕлĕтрен…
Çемçен калать те амăш хăйĕнне –
Сăпка юрри пек ку ун ывăлне.
Курмасăр куççульне, таçта инçе
Итлет вăл тав хуса хăй ăшĕнче…
Çеспĕл Мишшине
Тăван çĕршыв вăрманĕнчен
Юр кайсан тирпейлĕн
Эс тухрăн, малтанхи чечек,
Тухрăн та… типейрĕн!
Таса ире, вут хĕвеле
Тайăлса тухсаттăн,
Пин-пин чĕре кĕввипеле
Ирĕке мухтаттăн.
Чăваш чĕлхин ĕмĕчĕсем
Саншăн пурнăç пулчĕç,
Çынпа пĕрле пайтах пулчĕç,
Çынпа пĕрле пайтах вĕсем
Таврăнми, тен, юлчĕç…
Нихçан, нихçан кĕлленес çук
Таса чун кăварĕ.
Вутчелĕ пек ăна кун-çул
Емĕре хăварĕ.
Чĕлхен килес тимĕрçисен
Туптавçи çав чулăн
Хĕррисене тивмессерен
Ялкăштарĕ çулăм.
1959