Художник мĕн каласшǎн пулнǎ?

Васильева Наталья Александровна

Тавлашакан сăрăсене ÿнерçĕ хăйĕн палитрине çĕклесе кăтартнă. «Акă курăр: манăн палитра çинче кашнин валлиех вырăн пур, - тенĕ вăл. Сăрăсене хутăштарса эпĕ хама кирлĕ кирек хăш тĕсе те кăларма пĕлетĕп. Вĕсенчен кашниех маншăн чи кирли пулса тăма пултарать. Йĕри-тавралла пăхар-ха: тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ, ун илемне ÿкерсе кăтартма мана эсир пурте кирлĕ!»



Анчах ун сасси сăрăсен кĕрлевĕнче путнă. Вăл сăрăсене пурне те пĕр пекех юратнине, вĕсем уншăн пурте кирлине нихăшĕ те илтесшĕн, ăнланасшăн пулман. Художник хăйĕн картинисене ÿкернĕ чух тĕрлĕ сăрăсемпе усă курнине, вĕсене палитра çинче хутăштарса тĕссене улăштарнине никам та шута хуман.



Ўнерçĕ тĕплĕнрех ăнлантарса парасшăн пулнă - ĕлкĕреймен. Таçтан çил вĕçтерсе çитнĕ. Урăм-сурăм çаврăнса вăл йывăçсем çинчи çулçăсене тата-тата ывăтнă, мĕнпур пĕлĕтсене Асамат хулин тĕп лапамне хăваласа пухнă. Çавра çил сăрăсене те вырăнтан хускатнă, сывлăша çĕкленĕ те виçĕ тинĕс леш енне илсе кайнă.