Художник

Гордеева Светлана Денисовна

Пĕлĕт, юр, хĕвеллĕ çумăр,

Йытăпа кушак, çерçи...

Сăрăçа епле тав тумăр –

Пултаруллă Элекçи!

 

Шăллĕ çеç хăпма пĕлмесĕр

Сухăр евĕр çыпçăнать.

«Çил ачи пур тет, пиччемĕр,

Ӳкерсе парсам». «Юрать.

 

Пулĕ-ши ĕç пархатарĕ,

Çил эп ÿкерсе курман», –

Шухăша путса каларĕ

Шухă шăллĕне паян.

 

Çил – çунатлă, çил вĕçевлĕ,

Парăса карăнтарать.

Вăйĕ темиçе виçеллĕ,

Вăрмана авăнтарать.

 

Элекçи чылай шутларĕ

Унталла та кунталла:

Çилленмесĕр çил шырарĕ,

Çитрĕ, тупрĕ пулмалла.

 

Кулса илчĕ те маттуррăн:

«Ку ÿкерчĕк, – терĕ, – сан»

Авăнса пуç тайнă хурăн.

Çил пурах апла пулсан!