Хрисан Степанов

Ялгир Петр Алексеевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Сăвăсем

 

Чаплă шăпа

Эпĕр хатĕр

Галстук

Поход юрри

Чекистсем

Комсомол

Парти ялавĕ

Хĕрлĕ тупалак

Çул çинче

Никамран телейлĕ

Кам пулмĕ тарават

Ленин площадĕнче

Мускав – пирĕн шанчăк

Пирĕн ял

Çулпуç йăмри

Çитрĕ çуркунне

Илемлĕ шăнкăрав

Чун туртать

Концерт

Пограничник

Сукмак

Хĕвел

Алăсем

Кам тăрĕ аякра

Елкăра

Музыкантсем

Йĕлтĕрпе

Хрисан Степанов. Пьеса

 

Хрисан Степанов

1 пайлă пьеса сыпăкĕ

 

ПЬЕСĂРИ ÇЫНСЕМ

 

Хрисан Степанов – пионер.

Хрисан юлташĕсем :

Силюк

Петĕр

Элекçи

Укçине

Управ Вашукĕ – кулак ачи.

Вера Григорьевна – учительница.

 

Ачасем, колхозниксем.

 

Пĕрремĕш курăну

Ял урамĕ. Ретĕн ӳсекен лапсăркка йăмрасем. Улăм витнĕ пӳртсем лăпчăнса лараççĕ. Малта чус витнĕ пӳрт çамки çине «Шкул» тесе çырса çапнă. Ун крыльцине «Пурте вĕренме! Ырă сунса кĕтетпĕр!» текен лозунгпа капăрлатнă.

Хрисан шкул крыльцинчен урамалла тухать. Хул хушшине кĕнеке-тетрадь хĕстернĕ. Пир кĕпепе, пиçиххи çыхнă. Мăйĕнче хĕрлĕ галстук. Çипуçĕ çумне кăштах улăм пĕрчисем çыпçăнни палăрать.

 

Xрисан

Управ пытарнă ку тырра

Тухса каяс чух ссылкăна!

Ах, пĕлтересчĕ хăвăртрах

Куна ман партячейкăна.

(Кайма тăрать.)

 

Вера Григорьевна урам енчен пырса тухать.

 

Вера Григорьевна

Хрисан Степанов, эс-çке ку! Сывлăх сунатăп эп сана!

 

Хрисан

Вера Григорьевна, ырă кун Сире те чĕререн сунап!

 

Вера Григорьевна

Аçта каян ирех капла?

Урăх никам та курăнмасть.

 

Xрисан

Ирех килес килет шкула.

Ман чунăм унсăр лăпланмасть.

 

Вера Григорьевна

Пăлханчăк темшĕн эс, Хрисан?

Çипуç йăлтах çӳп-çаплă сан.

 

Xрисан

(çӳпсене тасаткалать)

Кĕрсеттĕм эп шкул картишне

Управăн сарайне курма.

Каятăп халь ялканашне

Пĕр ĕç пирки канашлама.

 

Вера Григорьевна

Ун-кун çӳретĕн мĕн туса?

Урок, ак, пуçланать часах.

 

Xрисан

Эпĕ урок пуçланиччен

Унта хутлатăп темиçе.

 

Вера Григорьевна

Ун пек тĕллевсĕр чупиччен

Хăть тĕрĕсле килти ĕçе.

 

Xрисан

Тĕллевсĕр мар-ха. Пур вăл ман...

Чылай пулать унта кайман...

 

Вера Григорьевна

Манран эс пытаран темскер...

Пĕлтер, ара, Хрисан, пĕлтер...

 

Хрисан

Калам, эппин, сире ăна...

Юрать пуль комсомолкăна?

 

Вера Григорьевна

Кала, кала, мĕскер ара?

Тен, питĕ кирлĕ хыпарах...

 

Xрисан

(шăппăнрах)

Эп куртăм халь сарайĕнче...

Пур çĕр айĕнчи тĕнче...

Унта лараççĕ михĕсем.

 

Вера Григорьевна

Мĕнле михĕсем? Аçта вĕсем?

 

Xрисан

Управ пытарнă вĕсене.

Парасшăн мар Советсене.

 

Вера Григорьевна

Аçта ара? Пĕлтер часрах.

 

Xрисан

Çав картишри сарайĕнче,

Управăн пулнăскерĕнче,

Çĕре чавса, мачча сарса,

Управ хăварнă пытарса.

 

Вера Григорьевна

Юрать, Хрисан. Сан хыпарна

Пĕлтерĕп партячейкăна.

Эс хатĕрлен уроксене,

Пулăш кăштах ыттисене...

Килетĕп эпĕ хăвăртах.

Урок пуçланĕ вăхăтрах.

 

Вера Григорьевна каять. Хрисан, тенкел çине ларса, кĕнеке вулама пикенет.

Вашук сасартăк крыльцаран сиксе тухать.

 

Вашук

Эп илтрĕм пĕтĕмпех, Хрисан.

Ма пур çĕре чикен пуçна?

Вăл тырă ман! Илес пулсан,

Чиксе шăтарăп эп куçна.

 

Xрисан

Çын вăйĕпе тунă тырра

Параççĕ колхоза, паллах.

Ĕçленĕ эп те тарçăра –

Манăн тӳпе те пур пайтах.

 

Вашук

Ах эс, хĕрлĕ шуйттан çури!

Ларĕ пырна Управ тырри.

Çапса çуратăп ак пуçна.

 

Xрисан

Тивĕ хăвнах ĕнсе хыçма,

 

Вашук

Эс йĕкĕлтетĕн-и тата,

Çынна хисеплемен калта?

 

(Карта çумĕнче выртакан кирпĕч катăкне илсе Хрисана хăмсарать.)

Силюк, Элекçи, ытти ачасе м кĕреççĕ. Хăшĕ сумка йăтнă, хăшĕ кĕнеке тетрадьне хул хушшине хĕстернĕ.

 

Силюк

Э-эй! Вашук, пăрах чулна!

Мĕн-ма тиветĕн Хрисана?

 

Xрисан

Вашук, ытла

Ан хып вутла.

 

Элекçи

Вашук, пăрах эс хирĕçме.

Калла туртан отряд ĕçне.

 

Вашук

(чулне пăрахса)

Юрать! Тĕл пулăпăр кайран.

Пурпĕр тараймăн эс манран.

 

Элекçи

Вашук, пустуй эс ан юна.

Явап тытма тивет сана.

Сан тăрăшасчĕ вĕренме –

Пăрахăн, тен, сĕмсĕрленме.

 

Вашук

Шкул хамăр кил-çуртра чухне

Вĕренĕп эп кирек хăçан.

Анчах ан каçăрттăр пуçне,

«Эп çеç маттур» тесе, Хрисан.

(Каять.)

 

Силюк

Мĕн-ма пĕрмай вăл хирĕçет?

Пăсасшăи пирĕн пур ĕçе.

 

Xрисан

Эпир пĕрле чух

Пăсма парас çук.

 

Элекçи

Хрисан, мĕнле эс ĕлкĕрен?

Задачине те йăлт шутлан,

Сăввисене те вĕренен,

Шкула та шав çитен малтан.

 

Силюк

Çĕрле вăл колхозра ĕçленĕ,

Чуптарнă ирхине кунта.

 

Xрисан

Çук, апла мар. Çулла... тимленĕ.

Халь вĕренес пулать шкулта.

 

Элекçи

Çулла тухаттăмăр хаваслăн

Колхоз уйне эпир пĕрле.

Вĕретчĕ уçă çил кас-кассăн

Хастарлăха çĕкле-çĕкле.

 

Силюк

Юхатчĕ пирĕн юрă уççăн

Уй тăрăх Мăн Çавал енне.

Çумлаттăмăр пĕр йыш пек туслăн

Тыр хушшинчи талпиçене.

 

Xрисан

Çумкурăкĕ – тырпул тăшманĕ,

Унпа ялан кĕрешмелле.

Хресчен тăшманĕ – ял куштанĕ,

Ăна та йăлт пĕтермелле.

 

Силюк

Кĕрер пуль, ачасем, класа.

Урок, тен, пуçланать часах?

 

Ыттисем

Кĕрер, задача тĕрĕслер

Е сăвăсем аса илер.

(Шкула керсе каяççĕ.)

Xрисан

(пĕччен юлса)

Вера Григорьевна килет.

Ана кунтах кĕтсе илем.

 

Вера Григорьевна кĕрет.

 

Вера Григорьевна

Хрисан, пĕлтертĕм хыпарна

Эп ялканаш ĕçтăвкомне.

Пултарнă терĕç пытарма

Управ татах .та пурлăхне.

 

Xрисан

Апла пулсан,

Хавас чунтан.

 

Вера Григорьевна

Колхозниксем ăна часах

Пăхатпăр терĕçĕ чавса.

Тав, теççĕ, паттăр Хрисана.

Тăр чăнлăхшăн эс яланах! <…>