Хрисан

Воробьев Алексей Александрович


    

Содержание:


ХРИСАН КАЛАВĔ

 

ХРИСАН КАЛАВĔ

(Поэма сыпăкĕ)

 

«Пычĕ те Вашук çак хушăра

Икĕ хут, ялан темскер шырать.

Кăмрăка сирет те тĕккелет,

Е çилпе кĕç вĕçтерет кĕле», –

Пĕлтерет çапла мана Çилюк.

Тăхтаса тăмашкăн вăхăт çук.

Анаткасăн урамне кĕрсен –

Пÿрт çумне.

Пăхатпăр кĕтесрен –

Çуккă.

Чим, пĕри ак макăрать, –

Çил иккен йĕрет кăмакара.

Пăрахса кайма шутланă чух

Çак Вашукăн пуçĕ сик те тух.

Кĕрĕкĕ хура та,

Кăмрăкран

Уйăрса илеймĕн катаран.

Сăнаса тăратпăр Вашука.

Урипе тапать вăл çунăка,

Салатать;

Унтан кĕç пĕр тĕле

Пуçтарса купа тăвать кĕле;

Вĕçтерсе ярать ăна вара,

Кукленсе ларать те,

Хăй тавра

Пăхкалать куçне чара-чара.

Тем кунта çĕтернĕ?

Тем шырать?

Акă вăл тек урăх авăнмарĕ,

Кирлине тин тупрĕ пулмалла.

Савăнса пĕр оарăлчĕ çăварĕ.

Аллинче –

Пĕр çутă япала.

Мĕн-ши ку?

Кĕçех ак куçăм курчĕ:

Япали леш, сăтăрсан пăртак,

Ывçипех хĕм сапрĕ,

Çулăм сурчĕ,

Вашук чĕртрĕ унпала тапак.

Япали çав,

Çĕрлехи пушар

Куç умне тухаççĕ юнашар.

Иккĕн харăс, хупăрлав туса,

Вашука антартăмăр тăсса...

Çĕçĕпе хăмсарчĕ вăл, куштан;

Лектерегчĕ Çилюка кăштах.

Шутсăрах пÿртре хускалчĕ шав.

Вашука кăларчĕç варрине.

Йĕрсе ячĕ лешĕ:

Пачăшкă пăшал

Парăп терĕ ик кĕпçеллине...

Кĕр кĕрлет пуху çур пек хăватлăн,

Йыш ÿсет.

Кĕреççĕ колхоза.

Орлов калать хавассăн, лăпкаса:

Хрисан, кĕç эс комсомол пулатăн.