ХИТРЕ УЛМА

Ялгир Петр Алексеевич

Ай, ку йывăçăн улми

Уйрăмах хитре, шултра.

Тутанма юрамё-и?—

Ыйтрĕ Кĕтерне садра.

 

Сад ăсти чеен кулса

Ачана улма парать.

Леш ăна çыртса пăхса

Васкаварлăн пăрахать.

 

Йÿçĕ-им?— тет сад хуçи.

Йÿçĕ çав,— тет Кĕтерне.

Улталарăн эс, мучи,

Тыттарса чи хитрине.

 

Мучи калать ачана: —

Эс мана ан айăпла.

Тулашран пăхса кăна

Тек ниме те ан хакла.