Хисеп

Азамат Светлана Васильевна

– Вĕренетпĕр вырăсла,

Нимĕçле, акăлчанла.

Ют чĕлхепе калаçни,

Вулама, çырма пěлни

Кирлĕ пулатех пире.

Компьютерна çаптарас,

Интернетра сас парас

Пĕлĕве – ӳстермелле,

Ĕçлеме – вĕренмелле.

Ĕçне тусан укçине те

Шута илме пěлмелле.

 

– Ăслă-çке эс, Кулине.

– Ăслă пулас килнипе çеç

Ăслă пулмăн, асанне.

– Хамăр тăван чĕлхене

Манса каяс марччě те...

– Мĕн калатăн, асанне?..

Хамăр тăван чĕлхене

Манас çук эп ĕмĕрне.