ХИРТЕ

Иванов Константин Васильевич

Чăваш кĕпи улача,

Хир варринче кăн-кăвак,

Ĕçлет чăваш вăкăр пек,

Юрла-юрла ĕç тăвать.


Тăрать шурăмпуçĕпе,

Ирех хире вăл тухать.

Кăшт-кашт апат тăвать те

Çутă çава вăл тытать.


Çивчĕ çава вашлатрĕ

Çулман çаран çийĕнче.

Пуçлă ыраш саралчĕ

Çеçенхирсен варринче.