Хир лаши

Галкин Александр Алексеевич
Хир лаши, чăн-чăн матрос пек,
Йăрăм-йăрăм кĕпепе.
Çавăнпа-ши пит патваррăн,
Пит мăнаçлăн,
Пит хастаррăн
Каллĕ-маллĕ уткалать,
Хуралçă пек пăхкалать?..