ХИР ЛАШИ

Галкин Александр Алексеевич

Хир лаши чăн-чăн матрос пек

Йăрăм-йăрăм кĕпепе!

Çавăнпа-ши пит патваррăн,

Пит мăнаçлăн, пит хастаррăн

Каллĕ-маллĕ уткалать,

Хуралçă пек пăхкалать?..