Хаваслǎ карусель

Гордеева Светлана Денисовна

Слона эп йĕвенлерĕм,

Лартăм тĕве çине.

Урхамахпа вĕçтертĕм

Ик хут çине-çине.

 

Чăнах, суймастăп терĕм –

Телейлĕ ман шăпа.

Кĕрхи паркра çÿрерĕм

Кĕçтук юлташăмпа.

 

Вылярĕ кутăн-пуçăн

Куç умĕнчи хĕвел.

Чуна уçать яр уççăн

Хаваслă карусель.

 

Эп ярăнса килентĕм,

Киле çитес епле.

Пĕлĕтелле çĕклентĕм

Çил ачипе пĕрле.