ХАЛЬХИ САМАНА

Иванов Константин Васильевич

1908-мĕш çулхи октябрĕн 28-мĕшне

 

Ачаш кăна ачам пур,

Пĕртте хăпа пĕлмерĕ

Апат çисе ларнă чух

Аран çилĕ килмерĕ

«Çыру пĕлме, çын пулма

Ялти шкула яр ха,— тет —

Çыру пĕлни мĕн тума

Кирлĕ çынна, атте?» — тет

Ачам, ачам, ан йĕтет,

Илтес кунта ху илтĕн,

Хут вĕренни уссине,

Хут вĕренсен, ху пĕлĕн.

Çитес çула çитсессĕн,

Пăртак ăс-пуç кĕрсессен,

Ярăп акă сана та

Ялти шкула ăс пухма

Турă хушсан, çын пулсан,

Курăн Чĕмпĕр хулине

Ĕнтĕ, ачам, самана

Ĕлĕкхи мар кучуне.

 

Ĕлĕкчĕ вăл, ĕлĕкчĕ,

Урăх тĕслĕ ĕмĕрчче

Тырă-пулă пнт пулна,

Тырă акма çĕр пулнă.

Ĕмср нрчнĕ ĕç уннче.

Ĕç иртсессĕн — ĕçкёре.

Анчах тĕрлĕ хуйхă та

Пайтах пулнă-çке тата.

Тухатмăш та тухатать,

Юмăçĕ те хăратать,

Асамăçсем асаççĕ,

Ача-пăчана пăсаççĕ..

Вырăссем те вĕсене,

Ырă сунса, вĕрснтме

Лчисене илеççĕ,

Лшшамăшне йĕртеççĕ.

Тарăхтарать таркăн та,

Вăрхурах та—вăрман1а

Тĕрлĕ усал-тĕселрен,

Тĕрлĕ усал чирсенчен

Чÿк кулленех тумалла,

Путек-сурăх пусмалла.

Куллен-кунах чÿк туни —

Хĕл-çăвĕпех хĕн курни.

Киреметре кĕлли пур,

Хăяматра хывни пур,

Кĕлтуса та килĕшмест,

Киремет те итлемест,

Турăсем те чÿксене

Илми пулчĕç кучуне.

Кунçул пăсăлса кайрĕ,

Куçпуç аташса кайрĕ:

Те тутара тухас-ха,

Те юталла тарас-ха.

Анчах ыр çын тупăнчĕ,

Самани те улшăнчĕ.

Урăх çулпа утрăмăр,

Урăх çĕре тухрăмăр.

Кунсăр пуçне чăвашсем

Мĕн пулĕччĕç хачиччен?

Тутаралла тухĕччёç,

Тутар тĕнне тытăччĕç

Е вырăса ерĕччĕç,

Пĕрерĕнех пĕтĕччĕç.

Ырă чăваш тупăнчĕ,

Ырă ĕçе тытăнчĕ.

Чăн чăвашла сăмахпа

Хăй тăванне чăваша

Пырса çапрĕ чĕрине,

Пăлхатса ячĕ чĕрене.

Пăлхатнинчен питĕрех

Шухăш ÿкрĕ пуç çине.

Çĕнĕ ĕмĕр мар-и çав?

Çĕне пурнăç карĕ çав!

Пур çĕрте те ялсечче

Хура халăх хушшинче

Хут вĕренме тытăнчĕç,

Шкулсем нумай уçăлчĕç.

Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте,

Аслă чăваш шкулĕнче.

Кĕнекесем çаптарчĕç,

Çын хушшине салатрĕç;

Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем

Уçăлаççĕ чăвашсен.

Кĕçке курма пуçларёç

Тĕнче кура пуçларĕç.

Çав еçсене кам турĕ,

Çак таранччен тăрăшрĕ

Çак таранччен тарăхса,'

Чăвашсемшĕн тăрăшса,

Кунçулĕнче курнине,

Шухăшпала шурнине

Кам каласа парĕ ши?

Кам ырă ят сарĕ-ши?

Эй, самана, самана!

Мĕн кăтартăн малалла?

Хальхи кунсем капла-ха,

Килес кунсем мĕнле-ши?

Пурăнатпăр хуллен çеç

Аслă çынсен ăсĕпе

Вĕсем пире юратса,

Хăй шухăшне хăварса

Халăх ĕçне тăваççĕ,

Халăх хуйхипе çунаççĕ.

Ырă çынсем ыйтнине,

Кирек кама кирлине

Ялан пĕлсе тăраççĕ,

Юратайса тăваççĕ

Анчах чăваш хушшинче

Чунĕ хытнă çынсем те

Тапаланма пуçларĕç,

Тăрса çапла каларĕç:

«Чаплă вырăн тупасчĕ,

Часрах улпут пуласчĕ».

Тĕрлĕ çутă тÿммешĕн

Тĕнки тухать ав лешĕн;

Чăвашла та калаçмасть,

Тăванне те астумасть-

Чĕри шăнса кайнă çав,

Чĕрĕ виле пулнă çав

 

Çитменнине çын çине

Çитмен пурнăç çитрĕ çав.

Иывăр кунсем килчĕçĕ,

Выçлăх çулсем çитрĕçĕ.

Çĕрĕ тăвăр, тыр ÿсмест,

Тăранма та çитеймест.

(Выçă çăвар выçлăхнё

Килкартине кĕрсенех

Турчăкапа тухас та,

Сухалĕ çине сурас та,

Хăваласах кăларас,

Хапхаçанах ăсатас.)

Чăтаççĕ-ха чăвашсем,

Вĕçнех çитмен-ха вĕсем.

Ĕçкĕ-çикĕ тунă чух,

Ĕçсе-çисе ларнă чух,

Юррисене юрлаççĕ,

Куççулĕпе кулаççĕ.

Чăваш! сана ун чухне,

Чуну çĕкленнĕ чухне

Мĕн пит асна килет-ши?

Мĕн пит чунна хĕсет-ши?

Савăнăç-и, куççуль-и

Сан куçăнта куç тулли?