Халех каятăп!

Лисина Ева Николаевна

Хамăр хула урамĕпе пыраттăм. Ай-ай шăрăх — этем чăтмалла мар! Пурте сулхăна пытанаççĕ. Кур-ха, пĕри вĕтелекен шăрăхран хăрамасăр, ним пулман пек урам вар-рипе ыткăнса пырать. Ара, Çамрăк Юмахçă-çке ку! (Эсир, тен, юмахçă вăл яланах ватă пулакан тетĕр пулĕ, анчах ватти малтан çамрăк пулать, çавăнпа Çамрăк Юмахçă та пулмалла!)

- Итле-ха, — тетĕп ăна, — шăрăх, сывлама та çук!

- Яла каяс пулать, яла! Эп халь çеç пĕр ялтан килтĕм. Ырлăх унта!

- Ялĕ мĕн ятлăскер?

- Мĕнле пултăр — Улăхкасси!

- Хăш килĕнче чарăнса тăма юрать-ши?

Çамрăк Юмахçă малалла талпăнать, вырăнтан хускалнă трамвая çитсех-çитсех пырать, чупнă май мана ăнлантарать:

Ан пăшăрхан! Унта сана кĕтсех илеççĕ! Паянах кай!

Мĕнех ара! Эпĕ те килелле чуптартăм: карттă çине пăхас-ха — çавăн пек ял пур-и? Пур, пур ун пекки — ытлашши инçех те мар, питех çывăхах та мар, çитме пулать! Халех каятăп!