ХАЛАЛ

Ялгир Петр Алексеевич

Кашниех ырларĕ

Манăн ĕмĕте.

Вĕрентсе каларĕ

Ăшшăн асатте:

 

«Пирĕн Çар салтакĕ

Пысăк хисепре.

Усĕн эс те акă,

Тăрăн чикĕре.

 

Пул хăюллă, паттăр

Эсĕ салтакра.

Çичĕют хăратăр,

Пултăр аякра».

 

Асатте халалĕ

Кăмăла çĕклет.

Тăван çĕр хуралĕ

Хăй патне чĕнет.