Хǎюллǎ Якур

Гордеева Светлана Денисовна

Юр вĕçтерчĕ вĕлтĕр-вĕлтĕр,

Çут çанталăка мухтав.

Мăшăр йĕр хăварчĕ йĕлтĕр,

Килсе çитрĕ чăн уяв.

 

Тен, пĕлмесĕр тăрса юлăн,

Тĕлĕнтермĕш пырса кур –

Ту çинчен анать хăюллăн

Пирĕн пĕчĕкçĕ Якур.

 

Урине вăл йĕлтĕр сырнă

Чи пĕрремĕш хут паян.

Юр çине ятне те çырнă

Ырă ĕмĕт тулнăран.

 

Ашшĕ-амăшĕ, ан тĕлĕн,

Пулĕ савăнăç пиччен.

Ярăнчĕ Якур хăй

                            тĕллĕн

Чăнкă ту çинчен

                            пĕччен.