Хĕвеллĕ май

Галкин Александр Алексеевич
Савӑк май, илемлӗ май!
Авӑтать куккук пӗрмай:
Ян! Каять çурхи вӑрман, –
Итлеме ытла аван.

«Ши-ши-ши те чи-чи-чи,
Ӗçлемесӗр эс ан çи!» –
Ӑс параççӗ кайӑксем, –
Тем те илтӗн çӳресен!