Хĕвел тухсан

Галкин Александр Алексеевич

Васкамасăр:

Хыпăнмасăр

Тухрĕ те хĕвел çиçсе:

Атăл урлă пĕр канмасăр

Каçрĕ улăп пек ишсе?

 

Улăхпа вара вăл утрĕ:

Кĕмĕл сывлăм пуçтарса?

Шурă-шурă шупăр уртрĕ

Улмуççи çине савса?

 

Кĕчĕ вăл яла?

Шаккарĕ

Кантăкран та алăкран

– Тăрăр! – терĕ, хăй васкарĕ,

Тухрĕ Анатри касран?

 

Çитрĕ вăрмана.

Хаваллăн

Чăмрĕ йывăç хушшине.

Тырă акнă пек кал-каллăн

Сапрĕ ылтăн шевлине?

 

Йăлт вăратрĕ,

Йăлт чунлатрĕ,

Кĕртрĕ çутă сăн ире?

Лăпкăн-лăпкăн ачашларĕ

Ăшă аллипе пире…