Хĕвел аннӑ чух

Кадкин Лев Кириллович

Анас хĕвел темрен çакланчĕ,
Кайма мансах сапать шевле.
Те шăрăхран ытла лăсканчăк
Шур пĕлĕтсем паян темле?

Шыв çийĕ пулаканчĕ хумлă,
Паян вăл тĕкĕр пек çиçет.
Çак илеме кăштах салхуллăн
Пуçне пĕксе сăнать çӳçе.

Укăлчара сас: тăпăр-тăпăр!
Кĕреççĕ лашасем уйран,
Ĕнĕ сусан ял пулĕ шăпăрт,
Каллах ир тăмалла ыран.