Хĕвел

Растворцев Андрей Васильевич

Апельсин ăшĕ тĕслĕ хĕвел

Кантăкран пуç тайса

сывпуллашрĕ.

Ун анма çитнĕ ĕнтĕ мехел,

Анчĕ кĕç çутăпа ăшă ашшĕ.

 

Ир енне кайăксен юррипе

Шурăмпуç лимон тĕслĕн

çĕкленчĕ.

Тӳпере сар хĕвел пуррипе

Пурнăçри тепĕр ярăм çĕнелчĕ.