Хǎшĕ лайǎхрах?

Васильева Наталья Александровна

Сăрăсем хулан тĕп лапамне çÿреме юратнă. Унта вĕсем ачисемпе пĕрле уçăлса çÿренĕ, юлташĕсемпе тĕл пулнă. Пĕчĕкреххисем фонтан патĕнче выляма кăмăлланă. Пĕррехинче çаксем вылянă-вылянă та тавлашса кайнă: вĕсенчен хăшĕ лайăхрах?



- Эпĕ хĕвел пек, чи малтанхи чечексем ман тĕслĕ. Эпĕ - чи-чи хитри! - тенĕ сарри.



Хăмăрри ăна хирĕçленĕ:



- Чечексем те, ытти ÿсен-тăран та тăпра çинче ÿсеççĕ, эпĕ тăпра тĕслĕ. Ку чи кирлĕ тĕс.



Кăвакки çине пăхсан тинĕс аса килет, сенкерри пĕлĕт евĕр курăнать, симĕсси шапа çури пек туйăнать, хĕрлĕ кăвакки - тунсăхлă каç евĕр. Хĕрлине вара темпе те танлаштарма май пур: хĕвел анас умĕнхи тÿпе пек вăл, пиçнĕ çырла пек, юратнă туфли пек. Хăмла çырли тĕслĕ сăрă чăнласах та çырла пекех сĕтеклĕн курăнать. Çак тĕссене пĕр-пĕринпе епле танлаштарас-ха? Тата кирлех-и танлаштарма?



Çапах та сăрăсен пĕлесех килнĕ: хăшĕ вĕсенчен чи лайăххи?