Хĕсĕр ĕне

Яковлев Иван Яковлевич

Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне.

- Аккам! Ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса ярччĕ мана, - тесе ыйтать тет.

- А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? тесе каларĕ тет лешĕ.

- Ăна-кăна пĕлмерĕм эппин эпĕ, - тесе каллех тухса кайрĕ тет хай арăм.

Туман тихан пилĕкне ан худ теççĕ çав.