ХĂРАВÇА ИВАН

Яковлев Иван Яковлевич

Иван амăшĕ кăвас хунă та, йÿçтĕр тесе, ăна кăмака çине лартнă, хăй кÿрше ларма кайнă. Тĕттĕм пулсан, Иван урамран килке таврăннă. Чĕнет ку, - пуртре никам та çук. Хайхискер хăйă çутма тытăнать, кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. Ахăр хĕрт-сурт пулĕ ку тесе, Иван шартах сикет те хăййине пăрахсах тара пусать. Васканипе тĕттĕм çĕрте турчка тимри çине пусать. Турчки кăна пит аван - шап! тутарать çамкинчен. Иван: - Ах, атьсем, килсе пулăшăpax! - тесе кăшкăрса ярать те тарма тытăнать. Инкек çине сенкек: çав вăхăтрах ун ури салтăннă кайнă, Çăпати кантри алăк хушшине хĕсĕнет те, Иван пăлтăра тăсăлса та ÿкет.

- Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, куршĕсем килсе çăлăрах! — тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кÿpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет.

Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă:

- Епле эсĕ йÿçекен чустапа кĕтесри турчкаран хăрарăн? Çитменнине тата ху урунти çăпату та хăратнă сана, - тесе кулнă, тет унран.