Хĕрĕх ывăл

Народное творчество

Пĕр карчăкпа старикăн хĕрĕх ывăл пулнă, пурăнасса та питĕ чухăн пурăннă. Хĕрĕх ывăлăн кĕçĕнни Иван ятлă пулнă. Пурте ÿссе çитнĕ, пурин те авланма вăхăт çитнĕ. Кашни ачине уйрăмшарăн авлантарсан саланса каяççĕ, ашшĕ аптранипе пурне те пĕрле пухать те:

Ачасем, эсир хĕрĕх ывăл, хĕрĕхсĕре хĕрĕх хут авлантарсан татах çукка юлатпăр. Хĕрĕх хĕрлĕ карчăкпа старик тупсан, питĕ те аван пулнă пулĕччĕ. Пурĕ пĕрле пĕр туй тунă пулăттăмăр, -тет.

Эпĕ хĕрĕх хĕрлĕ карчăкпа старике пĕлетĕп, - тет Иванĕ.

Ăçта? - ыйтать ашшĕ.

Çавăнта, çичĕ уй хир урлă, çичĕ вăрман-ката хĕрринчи улăхра. Улăхран тухнă чух лашана пĕр чармасăр, курăк çыртармасăр сиккипе тухса каймалла. Пĕр çăвар курăк çырттарсан вара хĕрĕх ывăлăнтан пĕрне пĕтерен, - тет Иван.

Ашшĕ виçĕ лаша пĕр урапана кÿлет те хĕр çураçма хĕрĕх хĕр старикпе карчăк патне тухса каять. Чăнах та вăрман витĕр тухсан питĕ илемлĕ симĕс улăх сарăлса выртать. Сăмахпа каласа, çырса кăтартма çук хитре вырăн. Улăха кĕнипе пĕрле лашасене пĕрер туртса парать те çил пек вĕçтерсе пырать. Улăхран тухсан инçете юлман, пĕр лаши такăнать те симĕс курăка çыртса илет. Лаша мĕнле курăка çыртса илнипе лаши, урапипе çĕлен çавăрса илет. Çĕлен çын чĕлхипе:

Ма лашуна курăка çырттартăн? - тет.

Эпĕ çырттарас теменччĕ, такăнчĕ те çыртса илчĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ ман?

Халĕ ĕнтĕ сана ямастăп, каяс тесен мĕн паран, мĕн халаллан? - тет çĕлен.

Мĕн халаллас, манăн нимĕн те çук, питĕ чухăн пурăнатпăр,- тет ашшĕ.

Хĕрĕх ывăлтан кĕçĕн ывăл Ивана халалла, вара каялла яратăп, халалламасан ямастăп, - тет çĕлен.

Иван ашшĕ турткаланса хирĕçме хăтланса пăхрĕ. Юлашкинчен ирĕксĕрех хĕрхене-хĕрхенех Ивана яма пулчĕ.

Ну, каях, нумай ан тăтăр, Иван килтĕр. Килмесен - пырса хăвна та, Ивана та пăватăп, - терĕ çĕлен.

Виçĕ лашаллă урапана Иван ашшĕ çавăрчĕ те хĕрĕх хĕр ашшĕ-амăшĕ патне кĕмесĕрех каялла, киле вĕçтерчĕ. Ашшĕ килкартине кĕчĕ кăна Иван пÿртрен тухрĕ те:

Ну, атте, мана пĕтертĕн. Мĕншĕн лашуна курăк çырттартăн? -        тет.

Эх, ачам, çырттарас теменччĕ, питĕ хытă пынă çĕртех лаша такăнчĕ те курăка çыртса илчĕ. Хама яман пирки, çĕлен ыйтнипе сана халалларăм. Мĕн тăвас, нимĕн тума та пĕлместĕп, - тет ашшĕ кулянса.

Юрĕ, атте, ан кулян. Мĕнле пулнине эпĕ аван пĕлетĕп, -терĕ Иван.

Тепĕр кунах Иван кутамкка çакать те çĕлен патне тухса утать. Нумай каять-и, сахал-и, çĕлен патне çитет. Пĕр-ик кун пурăннă хыççăн çĕлен Ивана çапла ĕç парать:

Çичĕ уй урлă, çичĕ тинĕс леш енче пĕр патша пур. Çавăн хĕрне мана илсе килсе паратăн. Хĕр илсе килсе парсан хăвна тăван киле яратăп, илсе килмесен хăвна пăватăп, - тет çĕлен.

Юрĕ, - терĕ те Иван, кутамккине çакса тухса утрĕ. Эрне-и, уйăх-и кайсан пĕр вăрман хĕрринче чана паттăра тĕл пулчĕ.

Ăçта каян Иван? - тет хайхи.

Ăçта каясси, патша хĕрĕ патне каятăп. Çĕлен патши авланасшăн.

Мана та илсе каятăн-и?

Айта, юлташла кайăпăр, - тет Иван.

Иванпа Чана утрĕç, утрĕç. Акă Атăл паттăр тĕл пулчĕ. 

Иван, капла ăçта каян?

Ăçта каясси, çĕлен патши валли хĕр шырама.

Мана та илсе каятăн-и? - ыйтать Атăл паттăрĕ.

Тархасшăн, килĕшетĕр пулсан. Йышпа çул çÿреме лайăх, - тет Иван.

Утсан, утсан Атăл хĕррине çитрĕç. Каçмалла, çывăхра ни кĕпер çук, ни кимĕ çук.

Ну, тусăмсем, кĕпер шырама лекет пулĕ, - тет Иван.

Мĕн тума, - тет Атăл паттăрĕ.

Атăл урлă каçма.

Атăл паттăрĕ Атăл шывне кĕрп сыпрĕ те Атăла типĕтсе лартрĕ. Çаксем пурте каçрĕç те Атăл паттăрĕ каялла çаврăнса çăвартан юхтарса кăларчĕ. Атăл каллех шывпа тулса ларчĕ. Çаксем: Иван, Чана паттăрĕ, Атăл паттăрĕ малалла утрĕç. Уйăх-и, эрне-и утнă хыççăн Тинĕс паттăра тĕл пулчĕç.

Ăçта каян Иван?

Ăçта каясси, çĕлен патши валли хĕр шырама каятăп.

 − Курмалла ман та пырас-и?

Тархасшăн, кăмăллан пулсан илсе каятпăр. Йышпа çÿреме,иккĕн кукăль çиме лайăх, - тет Иван.

Пурĕ пĕрле: Иван, Чана паттăр, Атăл паттăр, Тинĕс паттăр малалла утаççĕ. Çитрĕç мăн тинĕс хĕрне. Тинĕс паттăр тинĕсе кĕрп сыпрĕ те тинĕс вырăнĕ типсе ларчĕ. Тинĕс урлă каçса çитсен Тинĕс паттăрĕ шыва каялла юхтарса кăларчĕ, тинĕс шывпа тулчĕ. Хыпăнсах малалла утрĕç.

Çитрĕç патша патне. Иван кĕчĕ те хĕр патне килнине патшана пĕлтерчĕ. Патша хирĕçмерĕ. «Юрĕ, пĕр виçĕ каç выртса пăх-ха»,-тесе пĕр мунчана хваттере ячĕ. Мунчара Иван, Чана паттăр, Атăл паттăр, Тинĕс паттăр çывăрма выртсан, патша хăй çарне вутă йăттарса килсе мунча тавра купалаттарнă. Хĕр патне килнисем çывăрса кайсан вутă çине краççын сапса тивретсе янă. Мунча патне пымалла мар, ниçтан тухмалла мар çунать. Мунча кĕтесси çуна пуçласан Чана паттăр пĕçернипе ниçта кайса кĕме пĕлмест. Тавра çуннине курсан Атăл паттăра систерет. Атăл паттăр тавра çуннине курсан пĕрĕхет кăна, çунакан вут сÿнсе пĕтĕм çырма-çатра шывпа тулса ларать.

Вутти сахалтарах пулчĕ, çумăр çунипех сÿнчĕ. Ыран каç ытларах вутă купаласа чĕртес, пули-пульми çумăр ан сÿнтертĕр,- тет патша. Патша шухăш кăмăлне Чана паттăр пĕлет те хăй юлташĕсене пĕлтерет.

Иван, Чана паттăр, Атăл паттăр, Тинĕс паттăр мунчана çывăрма кĕрсе выртнă. Патша хăйĕн çарне вутă йăттарса мунча тавра иртнĕ каçхинчен çине-çине çичĕ хут ытларах купалаттарса краççын сапса чĕртсе ярать. Мунча тавра вут-хĕм явăнать. Пĕтĕм çĕр çунать тейĕн. Акă мунча кĕтессине вут хыпса илчĕ. Мунчара чăтма çук вĕри. Тинĕс паттăр пĕрĕхсе вĕрсе кăларса ярать. Самантра пĕтĕм хула, патша çарĕ шыва каять. Патша хăй те аран кăна, çурт маччинчен кăна çăлăнса юлать.

Шыв типсен Иван патша патне кĕрет те калать:

Хĕр хатĕрленсе тухма виçĕ сехет. Виçĕ сехетре хатĕрленсе тухмасан çарпа пĕрле хăвна та тинĕсе путарса хăваратпăр, - тет.

Каланă пек вăхăтра хĕре илсе тухаççĕ. Çула май тинĕс хĕррине çитсен Тинĕс паттăр кусене тинĕс урлă каçарать те юлать.

Çулу такăр пултăр, тавтапуç, кăтартса çÿренĕшĕн. Эпĕ ĕнтĕ юлатăп, - тесе Тинĕс паттăр хăй çулĕпе уттарать.

Ăннă чух çул та ăнать. Çаксем Атăл хĕррине çитеççĕ. Атăл паттăрĕ Атăл шывне сыпса, типĕ çĕрпе кусене каçарать те шыва тултарнă хыççăн:

Аван кайăр, санпа пырса курса çÿрерĕм. Тавтапуç. Халĕ ĕнтĕ эпĕ юлатăп, - терĕ Атăл паттăрĕ.

Вăрман хĕрринче Чана паттăр та юлчĕ.

Иванпа патша хĕрĕ çĕлен патши патне кĕреççĕ. Çĕлен патши хĕршĕн хавасланса, Ивана тав тусах килне ăсатать.

Иван паян кунта килте пурăнать. Авланнă, ача-пăчаллă. Ытти тăван пиччĕшсем те телейлĕ, пĕр пысăк ял туса хунă. Туслă, пĕр пĕрне пулăшса пурăнаççĕ.