Хĕллехи ир

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Урамра халь çатăр сивĕ,
Тухсанах пите тăм тивĕ.
Хурăн шурă шупăрпа,
Шур çӳçеллĕ тутăрпа.


Таврари шап-шурă мамăк
Сивĕпе курнать кăваккăн.
Йывăçсем çинче – хрусталь,
Хускатса ан тăк ахаль.


Хĕллехи хĕвеллĕ ирĕн
Ытарми черчен кĕввийĕ
Пĕр сас-чӳсĕр янăрать,
Кăмăла уçса ярать.