Хĕлле
Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна
ХĔЛЛЕ
Хирсем шур юрпа пахаланнă.
Шур кĕрĕк туяннă хырсем.
Паян ачасем ир вăраннă -
Çилпе ăмăртаççĕ вĕсем.
Кулать çил-тăман - харсăр кайăк,
Вĕçет пĕр çӳле, пĕр - çĕре.
Юрпа вăл перет:
- Киле кайăр!
Пăрасшăн çултан йĕлтĕре.
Туссем тăмана йĕкĕлтеççĕ:
- Хăравçă пулман нихăçан! -
Çилпе тупăшса ак вĕçеççĕ: -
Ытла ан мухтан, кăшт лăплан!
Итлерĕ пулас çил-тăманĕ -
Йăванчĕ часрах çул çине.
...Чунпа хастарри çеç ăнланĕ
Хăюлăх ертсе пынине...