Хěле хисепле

Николаева Людмила Петровна
Пăт та пат! Мĕскер тумлать?
Хĕлле çумăр ма çăвать?!
Тарăхать упа çури –
Йĕп-йĕпе алли-ури.
Парăнасшăн мар хĕле
Кĕрхи кун. Тĕлĕнмелле!
Намăс мар-и сана, кĕр?
Хĕл – мучи, эс – хӳхĕм хĕр.
Хисепле аслисене,
Тек ан пӳл мучи çулне.