Хĕл мучие сыватрĕç

Зотова Галина Вячеславовна

Çĕнĕ. çул уявĕ çы вхарать. Пур çĕрте те капăр ёлкăсем лараççĕ, асамлă çутăпа йăлкăшса уява килме йыхăраççĕ.

Илемлĕ кĕвĕ янăрать, чăрăш çинчи çутă çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле выляççĕ.

Хĕл Мучи кучченеçлĕ хутаçне хатĕрлесе хунă ĕнтĕ, çил çунатлă урхамахĕсене кÿлсе тăратнă. Анчах шăпах çула тухас умĕн йывăр хутаçне çĕкленĕ чух сывлăш. пÿлĕннипе вăл кукленсе анать. Утма тăрать — утаймасть, ури çине те пусаймасть. Мучи вара май.пен шуса хăй вырăнĕ çине çитсе выртать, тăнне çухатать. Урхамахĕсем ĕнтĕ. тахçанах хуçине кĕтеççĕ, çула тухма вăхăт çитнине пĕлтереççĕ. Анчах Хĕл Мучи тухмасть те тухмасть. Çакна кура урхамахсем пĕтĕм вăрмана ян янратса кĕçенсе яраççĕ:

— Хĕл Мучи! Çула тухма вăхăт!

Урхамахсем кăштах кĕтнĕ хыççăн каллех кĕçенеççĕ, хуçине чĕнеççĕ. Хĕл Мучи çаплах курăнмасть, сассине те памасть. Лаша кĕçенĕвне илтсе пĕр пĕчĕк çил ачи вĕçсе килет, Хĕл Мучи патне кĕрет. Вăл вырăн çинче чирлĕ выртнине курсан çил ачи часрах каялла тухать, пĕтĕм вăрман илтмелле сасăпа йĕрсе ярать:

— Хĕл Мучи чирленĕ, ăна пулăшма васкăр!

Кайăк сассипе вăрманти мĕн пур чĕр чун вăранать, Мучие пулăшма васкать. Чи малтан упа утаман хăй шăтăкĕнчен йăраланса тухать, пĕр пичке пыл йăтса пырать. Вăл Хĕл Мучие пылпа чей ĕçтерет. Кашкăр-сем аш-какай, пăлансем витрепе сĕт, пакшасем мăйăр та çырла-кăмпа, тилĕсем чăх илсе пыраççĕ. Кашниех хăйĕн çимĕçĕпе Хĕл Му-чие сăйласшăн, чиртен сыватасшăн хыпкаланаççĕ. Акă ăна сĕт вĕретсе ĕçтерчĕç, мунча хутрĕç те старикĕн шăм-шакне милĕкпе çапса сиплерĕç, ăшă çу сĕрчĕç. Хĕл Мучин йывăр хутаçне те кăштах çăмăллатас те-рёç — унти канфет-пĕремĕке илсе вăрманти пĕчĕк чĕр чунсене хăна-ларĕç.

Нумай пулчĕ-и, сахал-и, Хĕл Мучи ура çине тăчĕ, хăйне сыватнăшăн тусĕсене тав турĕ. Акă ĕнтĕ вăл урхамахĕсем çине ларчĕ те инçе çула тухса вĕçтерчĕ.

Тусăмсем, кĕтĕр пурте Хĕл Му-чие! Вăл Çĕнĕ çул уявĕ яч.пе саламлама пурин патне те çитет, унăн пысăк хутаçĕнче кашнин валлиех тутлă кучченеç пур!